Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тыткăнран

Вăрçă хирĕнчен Çавалкас ял Совечĕн территорийĕнчен 205 çын таврăнайман. Паттăрсем вăрçă хирĕнче çапăçса пуçĕсене хунă е хыпарсăр çухалнă. Тăванĕсем вĕсемшĕн мĕн чухлĕ куççуль тăкнă пулĕ. Пирĕн те пичче вăрçăран таврăнайман. Пĕррехинче çакăн пек тĕлĕнтермĕш япала пулчĕ. 1942 çулта кĕркунне эпĕ урамран килелле утса пынă чухне анкарти енчен пĕр чĕкеç вĕçсе килчĕ те пÿрт умне пырса ларма хăтланчĕ, анчах самантрах çĕрелле шуса ÿкрĕ. Эпĕ ăна алла илтĕм. Чĕкеçĕ ман алра вилсе кайрĕ. Анне ун чухне кăмака умĕнче ĕçлетчĕ. Чĕкеçе хăй аллине илчĕ те: «Ывăлăн чунĕ килчĕ пуль», - тесе ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ. Çав самант паянхи кун та ман пуçран тухмасть. Вăл вăхăтра чĕкеçсем тахçанах кăнтăралла вĕçсе кайнă ĕнтĕ. Ăçтан тупăнса килчĕ чĕкеç çав вăхăтра;
Пичче, Михаил Мартынович Кустин, 1919 çулта çуралнăскер, Туçи Мăратри тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕве Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта тарăнлатнă. Пĕр çул Малти Ишекри шкулта пуçламăш классен учителĕ пулса тимленĕ. 1938 çулта Шупашкарти учительсене хатĕрлекен института вĕренме кĕрсен пиччене те, ытти çамрăксене пекех, çар комиссариатĕнчен пырса Чулхулари артиллери çар училищине илсе каяççĕ. Кун çинчен эпир çыру тăрăх çеç пĕлтĕмĕр. Çапла вара вăл çар училищин курсанчĕ пулса тăрать. 1941 çулта çак училищĕрен вĕренсе тухать, офицер званийĕ илет. Кĕçех ăна Луцк хулине куçараççĕ. Киле çырусем  çырать. Пĕринче: «Пирĕн пек офицерсем çухални сисĕнме пуçларĕ. Вĕсен пурнăçне сыхласа хăварас шутпа кашни офицер çумне икĕ салтак çирĕплетсе пачĕç. Хуть ăçта каяс пулсан та вĕсем пирĕнпе пĕрле пыраççĕ. Кунта питĕ лайăх çитереççĕ, укçа-тенкĕ кирлĕ марпа пĕрех. Çавăнпа та хамăн укçан пĕр пайне аннен счечĕ çине куçарма хатĕрлесе çитертĕм. Анне вара кашни уйăхрах укçа илсе тăма пуçлĕ», - тенĕ. Чăн та, анне уйăхсерен ывăлĕн укçине илсе тăратчĕ - 60-70 тенкĕ еннеллеччĕ пулмалла. Кайран, тивĕçлĕ канăва кайсан, унăн пенсине çав укçаран шутласа панăччĕ. Колхозниксем уйăхне 12 тенкĕ илетчĕç, аннен, паллах, пенси пысăкрахчĕ.
Эпĕ Тюмень облаçĕнче ĕçленĕ вăхăтра 1952 çулта тăван яла отпуска килнĕччĕ. Вăл вăхăтра Вăрнарти СМУ рабочийĕсем колхозăн ĕне фермине кирпĕчрен купалама килнĕ пулнă. Çав рабочисенчен пĕри çакăн пек каланă: «Эпĕ çак ялти Михаил Мартынович Кустинпа вăрçăра пĕрле пулнă. Унăн тăванĕсенчен кам та пулин пур-ши; Ман вĕсене пĕлтермелли хыпар пур. Савăнăçлă мар пулин те каласа кăтартас килет». Вăл Малтикас Ялтăрари Василий Михайлович Михайлов иккен. Кăнтăрла тĕлнелле хăна пирĕн пата пычĕ те çапла каласа кăтартрĕ:
«Михаил Мартыновичпа эпир тыткăнра паллашрăмăр. Пĕрре вăл мана çакăн пек ĕç тума хушрĕ: «Виçĕ-тăватă çынна пĕлтер, çав лупама пыччăр, мĕн çинчен те пулин калаçса илĕпĕр», - терĕ. Вăл хулĕсем çине плащ-палатка уртса янăччĕ. Михаил Кустин лейтенантчĕ. Палăртнă вырăна пуçтарăнтăмăр. «Тарма май килсен тармалла», - терĕ çеç, пирĕн еннелле пистолет тĕллесе нимĕç офицерĕ васкаса утса килнине курах кайрăмăр. Саланма ĕлкĕреймерĕмĕр. Фашист Михаил Мартынович хыçне пырса тăчĕ те коммунист тесе кăшкăрчĕ. Çав вăхăтрах пистолет сасси кĕрлесе кайрĕ. Михаил Мартынович пĕр утас малалла турĕ те хуллен тăсăлса ÿкрĕ. Эпир çухалса кайрăмăр, чылайччен ним чĕнмесĕр тăтăмăр. Çав вăхăтра нимĕç офицерĕ чупнă пек пирĕн патран аяккалла кайнине асăрхарăмăр. Ун хыççăн ушкăнран пĕри çапла каларĕ: «Мĕнле те пулин Михаил Кустина хамăрăнах пытарас пулать». Пирĕн пурин те пĕр шухăш çирĕпленчĕ, офицер ахальтен килмен, ăна такам кăтартса янă пуль терĕмĕр. Унтан-кунтан икĕ тимĕр кĕреçе тупрăмăр, тепĕр кунне вара юлташа пытартăмăр, лагерь тулашĕнче пĕчĕк йывăç хĕрес лартса хăвартăмăр».
Ун хыççăн Малтикас Ялтăра каччи тыткăнран тарма хăтланни çинчи каласа пачĕ. Лагерьтен пĕр пилĕк çухрăм енне утса-чупса çитнĕ те ĕнтĕ. Ун хыççăн виçĕ салтак йытăпа йĕрлесе пынă. Кĕçех сунарçăсем ăна хăваласа çитнĕ, йытăсемпе туллаттарнă. Унтан таркăна çĕклесе тăратнă та каялла лагере илсе кайнă. Кăшт сывалсан салтак тарма мехел çитернех.
Вăл хăйĕн çинчен тумне хыврĕ те çурăмпа ман еннелле тăчĕ. Унта пĕтĕмпех йытă чĕрнисенчен, шăлĕсенчен юлнă суран йĕррисем. Эпĕ тĕлĕнсе кайрăм. Мĕнле-ха чăтса ирттернĕ çавăн чухлĕ асапа;
Паттăр салтаксене ĕмĕр мухтав!


"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2010
00:00
Поделиться
;