Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Туртмалли хутăшсем сутнă

Наркотĕрĕслев сотрудникĕсем патне оперативлă информаци çитнĕ: 24-ри тата 28-ти икĕ çамрăк спайс сутаççĕ иккен. Ку информацие тĕрĕсленĕ тапхăрта наркотика Мускавран илсе килнине палăртнă.
Çак наркотикпа çамрăксене Чăваш енре çуралса ÿснĕ, унччен уйрăмах йывăр преступленишĕн судпа айăпланнă пĕр арçын тивĕçтернĕ. Оперативлă шырав ĕçĕсем ирттерсе вĕсене виççĕшне те тытса чарнă. Туртмалли хутăшсене пĕтĕмпе 43 грамм тупнă, çакă пысăк виçерен 4300 хут нумайрах. Спайссене халăхра саккунсăр майпа саракансем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, ку преступленишĕн 10-20 çуллăха ирĕкрен хăтарма пăхнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2010
00:00
Поделиться
;