Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн паттăрлăхĕ ĕмĕрхи çулăмла ялкăшать

Тĕрлĕ тĕссемпе ялкăшакан, чечексемпе, шарсемпе илемленнĕ, йăл кулăпа çутă куççуле пĕрлештерекен  Аслă Çĕнтерÿ уявĕ  асаттесемпе асаннесен иксĕлми паттăрлăхне чи янравлă сăмахсемпе мухтарĕ.
Вун-вун çул иртрĕ пулин те вăрçă çухатăвĕ пирĕн чунсене йывăрлăхпа пусать. Пире, паттăрсем хыççăнхи ăрăва, историлле пулăма аса илниех  çÿçентерет те, çĕнтерÿçĕ-ăру çак тискер, вилĕмле тапхăра мĕнле чăтни-тÿснине калама та хĕн. Тăватă çула тăсăлнă вăрçă кашни çемьене хăйĕн «хура аллипе» пăвнă, кашни çемьере тенĕ пек чунсене катнă. Ирĕклĕхпе никама пăхăнманлăхшăн вилĕмрен хăрамасăр, пурнăçĕсене шеллемесĕр пирĕн районтан тăшманпа çапăçма 11 пин те 526 çын çĕкленнĕ. Шел, Аслă Çĕнтерÿ миллионшар çын, вăл шутран Вăрнар тăрăхĕн 5 пин те 597 ывăл-хĕрĕн, вилĕмĕпе туптаннă.
Фронтпа тыл пĕр харăссăн çĕкленсе çĕршыва фашизмран çăлнăранпа 65 çул çитрĕ. Аслă Çĕнтерÿ уявне çулран çул чаплăран та чаплă паллă тăватпăр. Шел, вăрçăра çапăçнисен пысăк пайĕ çакна кураймасть, вăрçă суранĕсем вĕсене вăхăтсăр пурнăçран уйăрнă. Районта паян акă паттăрсен йышĕнчисем 170-ĕн кăна тăрса юлнă. Вĕсен речĕ сайраланса пыни Аслă Çĕнтерĕвĕн кашни уявĕнче аван курăнать, лайăх палланисем-пĕлнисем пирĕнпе тек çук ĕнтĕ.
- Вăрçă тискерлĕхĕ пирĕн асăмран нихăçан та тухмĕ. Янкăр тÿпе, мирлĕ пурнăç парнелекенсене чыс та мухтав! - вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тав туса уçрĕ митинга Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Малицкий.
- Çак вăрçă этем историйĕнче юлашки пултăр, ун синкерлĕхне урăх никам та ан пĕлтĕр! - район пуçлăхĕн Анатолий Кузьминăн кашни сăмахĕ чĕресене пырса тиврĕ. Вĕсенче пиншер фронтовикăн, мирлĕ халăхăн вăрçăри вилĕмĕшĕн хурланни, çĕнтерÿçĕ-ăрăва янкăр тÿпе парнеленĕшĕн чунтан тав туни сисĕнчĕ.
Анатолий Иванович тĕнчене кисретнĕ вăрçăн историлле саманчĕсене аса илтерчĕ, Хĕç-пăшаллă Вăйсен, совет халăхĕн Çĕнтерÿри паттăрлăхĕ çулсем иртсен те хăйсен мухтавне çухатманнине каларĕ. «Паян эпир пирĕн аттесемпе асаттесем йывăр çулсенче чунпа хуçăлманнине, пирĕн халăх Совет Союзне хирĕçле пропагандăна пăхмасăр фашизма парăнманнине, вăл патриотизм традицийĕсене, идейисене упраса хăварма пултарнине мăнаçлăхпа палăртатпăр... Паттăрлăх манăçмасть, çĕнтерÿçĕсем яланах пирĕн чĕресенче упранĕç! Раççей патшалăхĕ Аслă ăру тĕслĕхĕпе кунта пухăннисен, килес ăрусен вăйĕпе тата ырă ĕçĕпе малалла та çирĕпленсе, вăйланса пытăр!» - терĕ вăл.
Ылханлă вăрçă кашни çемьене хурлăхпа куççуль кÿнĕ, пиншер-пиншер ачана тăлăха хăварнă. Раççей Президенчĕн Чăваш енри полномочнăй представителĕн пĕрремĕш заместительне Анатолий Григорьева та çакнашкал шăпах пÿрнĕ. Унăн ашшĕ - Иван Григорьев, кĕçĕн лейтенант, танкист Белоруссие хÿтĕлесе 1944 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче паттăррăн пуçне хунă. Ентеш, халĕ çĕршывăн тĕп хулинче пурăнаканскер, Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăхăн регионти обществăлла организаци ятĕнчен чи хĕрÿ салам çитерчĕ. «Пирĕн аттесемпе асаттесен çĕнтерĕвĕ халăх чĕринче ĕмĕрсем хушши упранасса шанас килет!» - терĕ вăл пирĕн районта çарпа патриотизм туйăмĕ пысăк пулнине палăртса. Çакна вăл шкулсенче ку енĕпе чыслăн ĕçленипе çыхăнтарчĕ. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кăна «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» Калининăри, Мăн Явăшри тата Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулсенче тĕл пулусем ирттернĕ.
Калининăри вăтам шкулти кадетсем вĕсенчен тивĕçнĕ чаплă, историлле парнене - Çĕнтерÿ Ялавĕн копине - трибуна умĕпе мăнаçлăн йăтса утрĕç. Каламалла, Раççей Оборона министерствин, Патшалăх Думин тата «Единая Россия» партин йышăнăвĕпе виçĕ çул каялла çирĕплетнĕ Çĕнтерÿ Ялавĕн копийĕ Раççейĕпе те 30-а яхăн шкулта кăна пур, пирĕн республикăра вăл унччен Шупашкарти 3-мĕш тата 40-мĕш шкулсенче   пулнă.
Николай Васильевич Игонин вăрçă участникĕ, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ - «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиал директорĕ Владимир Свешников хурлăхлă вăрçă çулĕсене асра тытма, çĕршыва тăнăçлăх парнеленĕ ăрăва яланах хисеп хума ыйтрĕç.
Шкул ачисен, культура ĕçченĕсен площадьре сарăлнă музыкăпа хореографи композицийĕ мирлĕ пурнăç савăнăçне сăнларĕ. Çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем - кадет класĕсем, «Патриот» çарпа патриотизм клубĕн членĕсем - ура-уран утса уяв парадне уçрĕç. «Çĕршыв-анне чĕнет!», «Фронта - çăкăр!», «Вăрнарти фосфорит завочĕ вăрçă çулĕсенче», «Çăлавçă-салтак», «Катюша»... - автомашинăсен колонни çар событийĕсен историне çĕнĕрен чĕртрĕ. Вăрçă участникĕсен, ветерансемпе тыл ĕçченĕсен, районти чи лайăх учительсен, чи вăйлă спортсменсен, предприяти-организацисен илемлетнĕ колоннисем трибуна умĕпе «Ура!» кăшкăрса иртсе чукун çул вокзалĕ çывăхĕнчи Çĕнтерÿ площадне çул тытрĕç.
Асăну скверĕнчи Салтакпа Амăшĕн палăкĕ, салтаксен тăванла вил тăприйĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă чукун çул умĕнчи палăк чĕрĕ чечексем, чечек кăшăлĕсем ăшне путрĕç. Çĕнтерÿçĕ-ăру ячĕпе тав сăмахĕсем чылайччен лăпланмарĕç. Ватти те, вĕтти те вăрçă паттăрĕсене пĕри-тепри пырса çупăрларĕ, алă тытрĕ, пуç тайрĕ...
Уяв иртрĕ. Çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн паттăрлăхĕ вара çулсем хушши ĕмĕрхи çулăмла ялкăшĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
12 мая 2010
00:00
Поделиться
;