Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕрпелсем те Раççее хÿтĕленĕ

Чăваш ен Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕренпе халăхсем 37 вăрçă инкекне тÿссе ирттернĕ. Нумай вăрçа çĕрпелсем те тÿрремĕнех хутшăннă: çар тивĕçне пурнăçланă, паттăррăн çапăçнă, юн тăкнă, пурнăçран уйрăлнă. Çакна палăртмалла: 1700 - 1750 çулсенче чăвашсене тĕне кĕмесĕр çар службине яман, кашнине çырса шута илнĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн çар службин йĕрки улшăнса пынă. 1700 çултан яланхи службăна рекрут йĕркипе илме тытăннă. 1793 çулччен салтакра 25 çул, 1834 çулччен 20 çул, 1855 çулччен 12, 10, 7 çул тăмалла пулнă.
Архив докуменчĕсем тăрăх, çĕрпелсем 1700 - 2000 çулсенчи 27 вăрçăран 16-не хутшăнни паллă. Вĕсем пурĕ 578 çын. Çакна палăртмалла: 1700 - 1800 çулсенче пирĕн ентешсем вăрçăра 97-ĕн çапăçнă. Аслă Отечественнăй вăрçăн тĕрлĕ фрончĕсенче 195-ĕн пулнă. 1828 - 1829 тата 1877 - 1879 çулсенче вырăс-турккă вăрçисенче - 18, Крым вăрçинче (1853 - 1856) - 17, вырăс-яппун вăрçинче - 5, 1812 çулхинче - 4, Çурçĕр вăрçинче (1700 - 1720), Çичĕ çуллăхринче (1756 - 1763) виçшер çын çапăçнă. Пирĕн вăхăтри вăрçăсенче - Афганистанпа Чечняра 17 çын пулнă.
Мухтавлă ентешĕмĕрсем кирек ăçта пулсан та çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Куна вĕсен наградисем çирĕплетсе параççĕ. Орденсемпе медальсен пысăк пайне Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕнче юн тăкнисем тивĕçнĕ.
Ĕлĕкхи вăрçăсенче награда илнисем сахал мар. Вырăс-турккă вăрçинче - 8, Крым вăрçинче - 8, вырăс-яппун вăрçипе пĕрремĕш тĕнче вăрçинче икшер наградăна тивĕçнĕ. Çĕрпелте чи малтан награда илнисенчен пĕри - Григорий Степанов. Ăна 1722 - 1723 çулсенчи анат похода хутшăннăшăн кĕмĕл медальпе наградăланă. Георги хĕресне илнисем виççĕн. Вĕсенчен пĕри Иван Алексеев. Вăл Çĕрпелте 1827 çулта çуралнă, Çар службине 1848 çулта тăнă. 7 Флот экипажĕн 1-мĕш статьяри матросĕ. Ăна 1853 - 1856 çулсенчи Крым вăрçинче çутă бронза медале панă. 1856 çулхи çĕртмен 25-29-мĕшĕсенче Гельсифан çыран батарейинче тăшмана хирĕç çапăçса паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Георги хĕресне тивĕçнĕ. Халĕ Çĕрпелте пурăнакан Калерия Васильевна Степанован амăшĕн мăн аслашшĕ Иван Алексеев пулать. Тепĕр Георги хĕресне илекенĕ Василий Васильев. Вăл 1855 çулта çуралнă. 1877 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çапăçусене хутшăннă. Ăна та çутă бронза медальпе наградăланă. 1878 çулхи февральте Кавказра Эрзрум крепоçне илнĕ вăхăтра хăюлăх кăтартнăшăн ăна Георги хĕресĕпе наградăланă. Вăл Иштер йăх-несĕлĕнчен. Тепĕр Георги хĕрес кавалерĕ - Федор Иванов. 1894 çулта çуралнă. Хваней несĕлĕнчен. IV степеньлĕ Георги хĕресне 1917 çулта илнĕ. Давыд Иванов ашшĕ пулать.
1941 çул... Кольцовкăра районта малта пыракансем слета пухăннă. Анчах çурхи уяв вăраха тăсăлман. Хăрушă хыпар: кăнтăрла иртни 12 сехетре вăрçă пуçланни çинчен пĕлтернĕ. С.К.Коротков хĕрÿллĕ сăмах каланă. Виçĕ кунтанах Федот Ягушов, Александр Архипов, Изосим Васильев, Матвей Арбузов, Иван Павлов тата Георгий Раков вăрçа тухса каяççĕ. Иван Павлов виçĕ уйăхран, Федот Ягушов тепĕр çултан хыпарсăр çухалнă. Пурĕ Çĕрпел ялĕнчен 201 çын вăрçăра пулнă, 98-шĕ ĕмĕрлĕхе пуçне хунă. 50 салтак хыпарсăр çухалнă. 35-ĕн вăрçă хирĕнче çапăçура пуçĕсене хунă. 12 салтак аманнипе тĕрлĕ госпитальсенче вилнĕ. Хыпарсăр çухалнисем 1941 çулта - 8, 1942 çулта - 16, 1943 çулта 6 пулнă. Вăрçă хирĕнче çапăçура вилнисен шутĕнче - 8 сержант, 2 аслă сержант, 2 старшина, 1 гварди лейтенанчĕ, 1 гварди аслă лейтенанчĕ. Тăван яла фронтран 113 çын таврăннă.
Ленинграда хÿтĕлесе пуç хунисем: М.Х. Арбузов, Е.Н. Ванюшин, П.К. Кириллов, В.М. Максимов, Н.С. Отачкин, А.П. Петров, И.П. Прокопьев, П.М. Раков. Паллă ĕнтĕ, хаяр çапăçусем Калинин (Тверь) облаçĕнче те пулса иртнĕ. Çав çапăçусенче пурнăçа çухатнисем: К.В. Васильев, М.И. Дубанов, В.Ф. Кудряшов, Д.Б. Никитин, З.С. Семенов тата К.И. Сергеев. Вилтăприйĕсем Тверь облаçĕнче тĕрлĕ районсенче вырнаçнă. Сталинградри хăрушă çапăçура 1924 çулта çуралнă Федор Анисимович Анисимов 18 çулта, 1942 çулхи августăн 15-мĕшĕнче паттăрла вилнĕ. Ăна Сталинград хулинче пытарнă. Унăн хушаматне Мамаев сăрчĕн мемориалĕнче çырса хунă. Ф.В. Васильев 18 çулта Кировоград облаçĕнче хаяр çапăçу хирĕнче вилнĕ.
Вăрçă чарăнасси çывхарса пынă. Хĕрлĕ Çар нумай çĕршывсене ирĕке кăларнă, тăшман чиккине çитнĕ. Апла пулин те çухатусем катăлман. Я.А. Архипов Çĕнтерÿ кунне 7 кун кĕтсе илеймен, Чехословакин Братислава хулине ирĕке кăларнă вăхăтра вилнĕ. Унăн мăшăрĕ, ачисем тăлăха тăрса юлнă. И.В. Медведев лейтенант Çĕнтерĕве 4 кун кĕтсе илеймен. Ăна Калининград хулинче пытарнă. П.А. Сергеев, гварди лейтенант, 1945 çулхи апрель уйăхĕнче Шлаллах (Германи) хулинче вилнĕ.
Ленинград, Сталинград тата Калинин (Тверь) облаçĕсемсĕр пуçне пирĕн ял çыннисен вилтăприйĕсем Белгород, Курск, Воронеж, Витебск, Калуга, Псков, Смоленск, Симферополь, Новгород, Орел, Житомир облаçĕсен тĕрлĕ районĕсенче. Ют çĕршывсенче те (Польша, Германи, Чехословаки) пур.
Вăрçă вăхăтĕнче аманнисем, Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илнисем яла таврăнма тытăннă. 113-не киле çаврăнса çитме телей тухнă. Çапла ĕнерхи салтаксем мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ.
Тылра та йывăр пулнă. Уй-хирте алă вĕççĕн тăрмашнă. Махорка, кантăр, çĕр улми тунă, тыр-пул акса пуçтарнă. Çавăнпа та ватă çынсем, 6-7 çултан иртнĕ ачасем нумай ĕçе хутшăннă. Ленин ячĕллĕ колхозра «1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале илме тивĕçлĕ пулнисем хушшинче 1931-1935 çулсенче çуралнă çамрăксем - 57-ĕн. Чи кĕçĕнни - Агния Карпова, вăрçă вĕçленнĕ çул вуннă тултарнăскер.
Ку наградăна пĕр килтен темиçен илнисем чылай. Сăмахран, Отачкинсем виççĕн. Мария Баюкова, Геннадий Раков, Алексей Кузьмин, Герасим Баюков - тăватшар, Николай Архипов кил-йышĕнчен пиллĕкĕн. Шел, вăхăт хăйĕннех тăвать. Паянхи кун тĕлне çак медале илнисем 22 пурăнаççĕ. 1941-1945 çулсемшĕн медаль илнисене 2003 çулта Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ ята панă. 25-шĕ пурăнаççĕ-ха.
Паттăрсем манăçмаççĕ. Никама та манмастпăр. Çак шухăш чун-чĕрене вырнаçнă. Палăк лартнă. Мрамор плитасем çине ятсем çырса хунă. Вăрçăран таврăннă ентешсен ячĕпе культура çуртĕнче уйрăм зал-галерея уçнă. Çĕнтерÿ кунĕн 35-мĕш çулĕнче паттăрсен сăнĕсене художниксем ÿкернĕ. Çапла майпа, вăрçăра пулнă ял çыннисен ячĕсем халĕ яланлăхах упранаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
12 мая 2010
00:00
Поделиться
;