Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрĕ ăстисен куравĕ

Халăхăмăра çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев пирĕн çĕр пин тĕрĕ пур, тенĕ. Вăл Чĕмпĕр хулинчи  хĕр ачасем тĕрленĕ япаласене ĕç пÿлĕмĕнче, кайран Мускавра упраса пурăннă. Чăваш салтакĕшĕн тĕрленĕ  шурă тутăр чи асамлă парне шутланнă. Ăна аттемĕрсем чĕрепе юнашар упранă. Унпа вутпа çулăм айне кĕнĕ. Амансан, эрешлĕ Тутăрпа суранне çыхнă, юнне юхма чарнă.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне  халалласа Вăрманкасри культура çурчĕн ертÿçи  Галина Ефимова йĕркеленипе тăваткал (хĕреслĕ) майпа тĕрленĕ тĕрĕсен куравĕ ĕçлерĕ. Унта Алевтина Ивановна  Капралова, Татьяна Николаевна Кузнецова, Мария Михайловна Павлова тĕрленĕ 34 ĕç тăратнă.
Тĕрлĕ тĕссемпе ялкăшакан чечеклĕ улăх-çарансемлĕ, эрешсемлĕ, чĕрчунсемлĕ вырăнпа сĕтел, диван çиттисем, чÿрече каррисемпе ал шăллисем, стена çине çакмалли кавирсем  темĕнле асамлăхпа тыткăнлаççĕ.
Алевтина Ивановна   Капралова тĕрлеме  4-мĕш класранах тытăннă. Унăн амăшĕ те, Мария Игнатьевна, тĕрĕ ăсти пулнă.
Хăй каланă тăрăх, уншăн çутçанталăк сăнарĕсем çывăхрах. Алă ăсти чĕрчунсемпе йывăç-курăк ешĕллĕхне, сенкер-кăтра пĕлĕтсене, хĕвел евĕр курăнса ларакан  чечексене,  çичĕ тĕспе ялтăртатакан асамат кĕперне тĕрре хывма ытларах килĕштерет.
Алă ăсти самаях пысăк ĕçе кÿлĕнме те  шикленмен: тепĕр çулхи куравччен икĕ метр сарлакăш, 1,5 метр çÿллĕш пусма çинче Мускаври Хĕрлĕ площаде ÿкерсе пĕтересшĕн.
- Алла тĕрĕ тытмасăр ирттернĕ кун сая кайнă пекех  туйăнать. Мĕншĕн тесен тĕрĕ маншăн юратнă ĕç кăна мар,  чун-чĕрен пĕр пайĕ, кăмăл-туйăма çĕклеме пултарать,- тет Алевтина.
24 çулти Татьяна Кузнецова  тĕрĕ ăсти, пĕчĕк ачине пăхнă вăхăтрах  çутçанталăк, тĕн темисемпе тĕрлĕ ÿкерчĕксем калăпланă.
«Тĕрĕсенче - пĕтĕм пурнăç»,- тет тепĕр ăстаçă Мария Михайловна Павлова. Вăл кашни çулах çакăн пек куравсене хутшăнать. Кăçал унăн 16 ĕçĕ кунта вырăн тупнă. Пĕринчен тепри илĕртет. Акă: илемлĕ ал шăллинчен, сĕтел-пукан çиттинчен  куç илейместĕн.
Комисси пăхса тухса чи пултаруллисене палăртрĕ: пĕрремĕш вырăна Татьяна Кузнецовапа Алевтина  Капралова, иккĕмĕшне  Мария  Павлова тивĕç  пулчĕç. Вĕсене грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе  чысларĕç. Пахалăха палăртакан кĕнеке çине  35 çын çырса алă  пусса хăварнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
12 мая 2010
00:00
Поделиться
;