Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ватăсене саламларĕç

Калинино салин тĕп площадĕнче халăх лăк туллиех. Вăтам шкул енчен вĕренекенсен колонни тухрĕ. Кашни класăн хăйĕн çар тумтирĕ, пурте салтаксенчен кая мар пĕр тикĕс  утаççĕ, хăйсем вĕренÿре тата пурнăçра пăхăнакан девизсемпе паллаштарса хăйсен юррисене уçă сассемпе шăрантараççĕ. Калининăри шкул-интернатра пĕлÿ пухакансем те акă колоннăна пĕрлешрĕç.
Çакнашкал хăйне евĕрлĕ парада тухма ачасем малтанах тăрăшса хатĕрленнĕ. Ачасен, площаде пухăннă çынсен аллисенче Раççей, Чăваш ен пĕчĕк ялавĕсем, чечексем, илемлĕ шарсем...
Пĕтĕм Раççейшĕн чи хаклă, пысăк çухатусемпе çĕнсе илнĕ çак уявра, паллах, чи сумлă хăнасем - çак çĕнтерĕве туптанă паянхи ватăсем - асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем - пулчĕç. Вĕсен ачисем, мăнукĕсем - пултаруллă та сатур çамрăксем - çĕнтерÿçĕсене юрă-ташăпа саламларĕç, вăрçа сивлекен сăвăсем вуларĕç. Ветерансемпе вăрçă участникĕсене Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Иванова, Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ ячĕпе ЧР Культура министерствин тĕп специалисчĕ В.Кошкин, Калининăри вăтам шкулпа шкул-интернат директорĕсем Т.Ефимовапа А.Шоколева ăшă сăмахсемпе саламларĕç, паян пирĕн тăнăçлăх хуçаланакан тĕнчере пурăнма май пурришĕн, ирĕклĕх-шĕн тав турĕç, сывлăхлă пулма тата нумай çул пурăнма сунчĕç.
Уяв концертне «Светлячок» ача садне çÿрекенсем те хутшăнчĕç, хăйсен юрри-ташшипе ватăсен чĕрисене хускатрĕç, савăнăç парнелерĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
12 мая 2010
00:00
Поделиться
;