Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç çынна мухтава кăларать (Район çыннисем)

Этем тени ĕçпе паха. Хăйĕн тивĕçне чун-чĕререн пурнăçлакансем ят-сума тивĕçеççех. Акă нумаях пулмасть Николай Федоров Президент тĕрлĕ сферăра тимлекенсене тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин пысăк наградисемпе чысланă. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансем хушшинче «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕ Рева Петрович Григорьев та пур. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Рева Петровича ĕçтешĕсем мухтаççĕ. «Пултаруллă, хастар, маттур», - теççĕ пĕри те тепри.
«Победа» кооперативра Рева Григорьев пек сатур ĕçлекенсем сахал мар. Ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăхра çур акие кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттернĕ - тĕш тырăсем 420 гектар, пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем 150 тата 200 гектар, çĕр улми 35 гектар лартнă. Хирпуçсем кишĕр çитĕнтерессипе те тимлеççĕ - çак пахча çимĕçе 3 гектар акнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 мая 2010
00:00
Поделиться
;