Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăну

Историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова пуçарăвĕпе çак ятпа Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейĕ умĕн шкул ачисен тĕпчев ĕçĕсен пуххи тухнă. Унта пĕтĕмпе 10 ĕç: саккăрăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе, иккĕшĕ Афганистанри хирĕçтăрусемпе çыхăннă.
Тĕпчевĕсем тĕрлĕ пулин те вĕсенче кашнинче çын, çемье шăпи тĕп вырăнта тăрать. Вĕсем - ирĕклĕх, паттăрлăх, чăтăмлăх, юрату символĕсем.
«Асăну» хаклă экспонатсен йышĕпе музей фондĕнче упранĕ. Ăна çыраканĕсем - Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш тата Уравăшри шкулсенче вĕренекенсем. Ертÿçисем - И.Н.Малицкая, Т.А.Алексеева, Н.В.Федорова.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 мая 2010
00:00
Поделиться
;