Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Героя асăнса

Совет Союзĕн Геройне Анатолий Александрович Иванова асăнса Çĕнтерÿ кунĕнче районта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе уçă турнир иртнĕ. Çамрăк спортсменсем малтанах Çĕнтерÿ парадне хутшăннă, Геройăн вил тăприйĕ çине чечек кăшăлĕ хунă.
Турнир умĕн ачасене Вăрнар райпо Канашĕн председателĕ Владимир Федоров, пирĕн ентеш, Раççей МЧС представителĕ Юрий Лявинский майор, Çĕнĕ Шупашкарти стройкомпани представителĕ Валентина Лебедева саламланă.
Кавир çине Канаш районĕнчи, Вăрнарти, Мăн Явăшри, Кĕçĕн Кипекри тата Пăваялĕнчи спортсменсем пĕтĕмпе 64-ăн тухнă. Пирĕн районтан çĕнтерÿçĕсем тăххăрăн: Малик Кураков, Валентин Саранский, Денис Трофимов, Николай Галкин, Вадим Иванов, Евгений Смирнов, Тимур Сергеев, Настя Кузьмина, Катя Емельянова.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 мая 2010
00:00
Поделиться
;