Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Камăн коляски хитререх (АСĂРХĂР: КОНКУРС!)

Фантазипе тата дизайн ăсталăхĕпе мухтанма пултаратăр-и; Эппин, сирĕн хăвăр пултарулăха тĕрĕслесе пăхмаллах. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ сире çакăн валли пысăк шанăç парать.
Ача кÿмисене илемлетессипе çыхăннă конкурс, асăрхăр, районта пĕрремĕш хут иртет. Вăл çемье творчествине ÿстерес, ун традицийĕсене сыхласа хăварас, ачасемпе ашшĕ-амăшне культура пурнăçне явăçтарас тĕллевлĕ. Унта ÿсĕме пăхмасăр кашни çын хутшăнма пултарать. Номинацисем тĕрлĕрен: «Юмахра - хăнара», «Спорт стильлĕ коляска», «Фантазия», «Мульти-пульти». 3-8 çулхи ачасем валли ятарлă конкурс пулĕ - вĕсен уяв кунĕнче хăйсен пуканисен кÿмине илемлетме тивĕ.
Конкурса химиксен профессиллĕ уявĕнче, май уйăхĕн 29-мĕшĕнче, пĕтĕмлетеççĕ. Заявкăсене май уйăхĕн 25-мĕшĕччен заводăн социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕнче (107-мĕш пÿлĕм) йышăнаççĕ, тел. 2-58-32.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 мая 2010
00:00
Поделиться
;