Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Масарсене тирпейлĕх кĕртер

Автан авăтман ялта канлĕх тупнисене çут тĕнчере пурăнакансен яланах асра тытмалла. Сăваплă вырăнсене тирпейлĕх кĕртессипе Калинино ял тăрăхĕнче тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Тепĕр тесен масар сăнĕ - ял сăнĕ теççĕ.
Çимĕкчен çамрăксем те, аслă ăрурисем те Калинино, Шăхаль ялĕсенчи масарсен территорийĕсенче çÿп-çап пуçтарнă. Çак кунсенче Кÿлхĕрринчи масарăн картисене юсама палăртнă. Пархатарлă ĕçе пурнăçлама тимĕр юпасем, сетка-рабица кÿрсе килнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 мая 2010
00:00
Поделиться
;