Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ракетка хăвăртлăхĕпе

«Вурнарымежрайгаз» филиал ĕçченĕ Дмитрий Паймулкин тата Вăрнарти 29-мĕш професси училищин преподавателĕ Валерий Александров пуçарăвĕпе çамрăксем хушшинче бадминтон турнирĕ иртнĕ. Унта училищĕре вĕренекенсем, ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем, Вăрнарти 2-мĕш тата Туçи Мăратри шкулсенче вĕренекенсем тупăшнă.
Вăйăсем виçĕ категорире иртнĕ. Уйрăмшар зачетра арçын ачасем хушшинче Артем Трофимов (2-мĕш шкул), Алексей Леонидов (Туçи Мăрат) тата Никита Дубанов (2-мĕш шкул) чи çивĕччисем пулнă.
Мăшăррăн выляса хĕр ачасенчен Наталия Кошкинапа (техникум) Лейсан Нигмадзянова (2-мĕш шкул) çĕнтернĕ. 2-мĕш шкулти Елена Семеновапа Ирина Емельянова - иккĕмĕш, училищĕри Анастасия Максимовапа Ольга Романова виççĕмĕш вырăнсене тухнă.
Хутăш вылявра мала тухнисем: Артем Трофимовпа Елена Семенова, Ирина Емельяновапа Никита Дубанов (2-мĕш шкул), Оля Романовапа Алексей Леонидов (училище).
Уйрăмах хĕр ачасем хушшинче çивĕч тупăшу пынă. Кăçалхи чемпион - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Елена Семенова. Çĕнтерĕве вăл пĕлтĕрхи чемпионран, ял хуçалăх техникумĕн студенткинчен Наталия Кошкинаран, тивĕçлипе выляса илнĕ. Лейсан Нигмадзянова виççĕмĕш вырăнта.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 мая 2010
00:00
Поделиться
;