Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕп хуларан ялсем таран

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнче кинофестивалĕ иртнĕ. Ăна уçнă çĕре ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров та хутшăннă.
Паллă режиссерсемпе актерсем, критиксем хутшăнакан ăсталăх класĕсемпе «çавра сĕтелсем», конкурс ĕçĕсем республикăн тĕп хулипе Çĕнĕ Шупашкарти кино лаптăкĕсемсĕр пуçне Çĕрпÿре, Етĕрнере, Муркаш районĕнче иртнине палăртма кăмăллă.
Майăн 9-мĕшĕнче «Çеçпĕл» кинотеатрта «Карен Шахназаров фильмĕсен каçĕ» çурçĕр çитесси çур сехет юлсан пуçланнă. Паллă режиссер пухăннисене саламланă май хăй питĕ пăлханнине пĕлтернĕ. Каçхи куракансем пурте çамрăксем вĕт, вĕсем пурнăç çине урăхларах куçпа пăхаççĕ, çĕнĕлĕхе юратаççĕ. «Çапах та куракансен кирек хăш ÿсĕмри йышĕ те фестивальте хăйсем валли мĕн те пулин кăсăкли тупĕ, - тенĕ фестиваль президенчĕ. - Тĕслĕхрен, «Большое кино о малых народах России» фильм. «Мосфильмра» 70-80 çулсенче ÿкернĕ виçĕ кино эпир нумай нациллĕ çĕршывра пурăннине, кашни халăх питĕ хаклă та илемлĕ пулнине аса илтерет».
ЧР культура министрĕ Роза Лизакова каланă тăрăх, фестиваль пĕлтĕрхи пекех лайăх ирттĕр тесе уяв йĕркелÿçисем кăçал та пĕтĕм вăйне хунă. 2009 çулта фестиваль мероприятийĕсене 35 пин çын хутшăннă, 26 пин çын кино курнă.
Паянхи кун çынсене çĕршыври вак халăхсем еплерех пурăнни, вĕсен йăли-йĕрки интереслентерет. Шупашкарти фестивальте, тăватă кун хушшинче, шăпах çак темăпа çыхăннă картинăсене пăхма май пулнă та.
Фестиваль хăнисем - Виктор Бычков, Григорий Гладков, Борис Смолкин - Чăваш наци библиотекинче журналистсемпе те тĕл пулнă.
Григорий Гладков композитор куракансен умне «Раççей халăхĕсен юмахĕсем» ярăмри «Гора самоцветов» мультфильмпа тухнă. Пĕлетĕр ĕнтĕ, шăпăрлансем çав илемлĕ серисемшĕн чунне пама хатĕр.
Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль хăнисем хушшинче Лидия Федосеева-Шукшина, Михаил Ефремов, Никита Высоцкий, Анатолий Равикович, Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Фетисов, Елена Сорокина, Вадим Цаликов, Вера Токарева, Михаил Коновальчук, Яна Фетеску режиссерсем, Ирина Мазуркевич, «Улицы разбитых фонарей» фильмри тĕп рольсене вылякансем пулнă. Иртнĕ çулхи пекех артистсем Шупашкар хулипе паллашнă. Атăл тăрăх экскурсире пулнă, кану каçĕсенче савăннă.
Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев мăнукĕн мăнукĕ Михаил Ефремов артист валли уйрăм программа хатĕрленĕ. Конкурса тăратнă фильмсене кăçал та халăх тÿлевсĕрех курма пултарнă. Вĕсем пурте «Çеçпĕл» кинотеатрта иртнĕ.
Кино ăстисене Муркаш, Çĕрпÿ, Етĕрне, Канаш районĕсенче те хапăл туса кĕтсе илнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 мая 2010
00:00
Поделиться
;