Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уява чыслăн кĕтсе илнĕ

Аслă Çĕнтерĕвĕн кăçалхи юбилейĕ кăкшăмсен асĕнче яланлăхах юлĕ. Майăн 9-мĕ-шĕнче аслă уява ветерансем, тыл ĕçченĕсем, ял халăхĕ юсаса çĕнетнĕ палăк умĕнче савăнăçлă лару-тăрура кĕтсе илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмансене çапса аркатнă ветерансене хисеплесе, юнлă çапăçу хирĕнче выртса юлнисене асăнса лартнă палăк халĕ Çăлкас Кăкшăма кĕрсенех илемлĕн курăнса ларать. «Малти Ишек ял поселенийĕн администрацийĕ тăрăшнипе, телевиденин Канашри студин директорĕ, ку ялта çуралса ÿснĕ В.Тимофеев, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн, ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕн ертÿçисем спонсор пулăшăвĕ панипе ăна çĕнĕ сăн кĕртме май килчĕ. Юсава администраци, культура ĕçченĕсем пĕтĕмпех хăйсен вăйĕпе пурнăçланă, тавралли территорие те тирпей-илем кĕртнĕ», - пĕлтерчĕ культура çурчĕн заведующийĕ В.Димитриев.
Аслă Çĕнтерÿ юбилейне паллă тума пухăннă ветерансен ячĕпе А.Алексеев сăмах каланă май администрацине ватăсене хисепленĕшĕн, çутă уява çакнашкал чыслăн хатĕрленнĕшĕн тав тунă. Ветерансемпе тыл ĕçченĕсене ял поселенийĕн администрацийĕ ячĕпе В.Ластухин, телевиденин Канашри студин ертÿçи В.Тимофеев саламланă, ватăсене çирĕп сывлăх суннă, Асăну палăкне пирĕн - çамрăксен - куç пек упрамаллине каланă.
Культура ĕçченĕсемпе ял çыннисем сцена çинче «Кĕт мана, эп таврăнатăп» композиципе вăрçă вăхăтĕнчи самантсене сăнланă, виçĕ ял командисем волейболла выляса ăмăртнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 мая 2010
00:00
Поделиться
;