Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсем - малтисем

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Ирина Ивановапа Степан Прохоров шашкăлла выляса республикăра каллех чи лайăх результат кăтартма пултарнă. 20 çулчченхи хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче иртнĕ Чăваш ен первенствинче пĕр çухату та тÿсмесĕр вĕсем иккĕшĕ те пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.
Çак шашка ăстисен уйăх вĕçнелле Сочире иртекен Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнма шанăç пуррине пĕлтернĕччĕ. Шел, хальлĕхе çамрăксене пулăшас текенсем тупăнман-ха.
Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн шашка енĕпе районта та спорт мастерĕн, чылай сумлă ăмăртусен çĕнтерÿçин Валерий Наумовăн парнисемшĕн уçă турнир иртнĕ. Унта хамăр районтан çеç мар, хăнасем те ăсталăха тĕрĕсленĕ.
Ачасем хушшинче малти вырăнсене Вячеслав Словин, Дима Бурмистров, Иван Прохоров, Катя Кузьмина, Катя Сергеева тата Таня Капирова йышăннă. Вĕсем - Вăрнарти 1-мĕш тата Вăрманкасри шкулсенче вĕренекенсем.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 мая 2010
00:00
Поделиться
;