Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăна «чĕлхе» тытма шаннă

Полкри разведка ротин командирĕ Макаров Панченко сержантпа чылайччен  калаçрĕ, ăна çĕнĕ заданипе паллаштарчĕ.
- Разведкăна ыран каçхине Василий Кириллов кĕçĕн сержантпа каятăр, - терĕ лейтенант.
Салтаксем каçхи апата хатĕрленеççĕ. Панченко çĕр пÿртре пĕчченех ларакан Кириллова асăрхарĕ, ун патнелле çывхарчĕ:
- Мĕн пулчĕ, Вася,  сăну шурсах кайнă;
- Анне вилнĕ манăн, паян çеç хыпар илтĕм.
Икĕ командир хушшинчи туслăх паян мар, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех çуралнă. Вĕсем пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланаççĕ. Нумай çапăçура пĕрле пулнă. «Пĕрремĕш хут мар кун пек задани пирĕншĕн. «Чĕлхе» тытасси яланах йывăр. Василий пек ăмăрткайăксемпе çеç шаннине тÿрре кăларма пулать, - шухăшларĕ Панченко. - Анчах паянхи йывăр хуйхă ун вăйне хуçмарĕ-ши;»
Панченко взвод командирĕ пулса тăнăранпа эрне кăна-ха. Паянхи пек астăвать: Еловайск станцийĕ çывăхĕнчи çапăçура хăйне вилĕмрен çăлаканĕ Кириллов пулчĕ. Пĕр фрица тĕп тунă вăхăтра тепри хăйне автомат кÿпчекĕпе пуçран тивертме  хатĕрленнине вăл сисмен. Юрать, Кириллов малтанах ĕлкĕрнĕ...
Штабра Панченкăпа Кириллова Макаров лейтенант кĕтсе илчĕ.
- Ыранхи разведкăна питĕ тимлĕн хатĕрленесси пирки полк командирĕ каллех асăрхаттарчĕ, - терĕ лейтенант. - Кĕçĕр тăшманăн оборона линийĕ патне çитсе килме шухăш пур.
Тăшманăн оборона линийĕ патне разведчиксем «çул тунă» ĕнтĕ. Паллах, такăр мар вăл... Кăнтăрла сип-симĕс ларакан  йывăçсем хура  тĕттĕмлĕхпе хупăннă. Чылайччен шурĕç вĕсем. Акă чарăнса тăчĕç. Çырма хĕрри... Таврара ултавлă шăплăх. Панченкăна хăварса, лейтенант Кирилловпа пĕрле çырмана анма шутларĕ. Вĕсем хăмăш хушшине кĕрсе кайрĕç. Тăшман каллех çывăхланчĕ. Вĕсем оборона чиккисене çирĕплетеççĕ иккен.
- Брезентпа витнĕ хÿтлĕхсенче ĕçлеççĕ пулас, - терĕ лейтенант. - Унсăрăн сас инçете илтĕнмелле. Виçĕ сехете яхăн сăнарĕç разведчиксем. Çырма урлă хăш вырăнтан каçмаллине  палăртрĕç.
Полк командирĕ тепĕр кунне Макаров лейтенанта каллех хăй патне чĕнтерчĕ, ĕçсем мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. Тепĕр сехетрен разведчиксен взводне икĕ сапер çитрĕ. Макаров вĕсемпе вăрахчен калаçрĕ, вĕсем умне лартнă задачăна  ăнлантарчĕ. Разведкăра тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарнине сÿтсе яврĕç. Каçчен канма ирĕк пачĕç.
Акă ĕнтĕ кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Задани пурне те паллă. Темиçе минутран разведчиксем тĕттĕмлĕхре çухалчĕç. Унччен палăртнă вырăна Муртазин саперпа пĕрле Кириллов малтанрах çитсе тăчĕ. Хыççăнах Панченко ушкăнĕ ĕлкĕрчĕ. Пĕр вăхăт шăплăха тăнларĕç те «нейтраллă участока» тухрĕç. Оборона линийĕ юнашарах. Малалла мина уйĕ пуçланать.
- Çывăрма та пĕлмеççĕ мурсем, чакаланаççĕ, - пăшăлтатрĕ Муртазин. Миноискательпе усă курса саперсем минăсен взрывателĕсене кăлара-кăлара илчĕç, çул туса пурте малалла шурĕç. Пралук карта патне çитсе тăчĕç. Умлă-хыçлă ракета çĕкленсе тавралăха çутатрĕ. Пулемет шатăртатни те илтĕнчĕ. Нимĕçсен траншейин брустверĕ çывăхрах пулнине разведчиксем лайăх курса юлчĕç. Пралуксене татса карта айĕпе тунă çула сыхлама саперсене хăварса разведчиксем малалла шурĕç. Кириллов малта пычĕ, бруствер умĕнче тин чарăнчĕ. Кĕçех пĕрин хыççăн тепри траншейăна анса тăчĕ. Нимĕçле калаçни çывăхрах илтĕнет.
Кирилловпа Панченко стена çумне çыпçăнчĕç. Тăшмансенчен пĕри разведчиксем тăракан  вырăнах çывхарчĕ. Нимĕç каялла пĕр-ик утăм тунă çĕре  Кириллов ун çине кушакла сиксе ларчĕ, тути-çăварне хупласа туртса ÿкерчĕ. «Кун пек телей сайра лекет», - шухăшларĕ хăй ăшĕнче Кириллов. Панченкăпа иккĕшĕ те васкарĕç, çăварне шанчăклă мăкланă, аллисене каялла çыхнă фриц кĕсйисене тем самантра пушатрĕç те килнĕ çулпа тапма пикенчĕç. Каллех шăхăрса хăпарнă ракета çутинче Кириллов нимĕçĕн курайманлăхпа юнăхнă куçне асăрхарĕ. Умлă-хыçлă ракетăсем çĕкленчĕç, вĕçĕмсĕр пеме тытăнчĕç.
- Сисрĕç, мурсем, - сасăпах каларĕ Кириллов.
 - Кириллов, - чĕнчĕ Панченко. - «Чĕлхене» эсĕ илсе çитеретĕн. Эпĕ саперсемпе пĕрле  чакатăп.
- Çук, сире вилĕм аллине парса хăварма пултараймастăп. Маншăн çак çăткăн фриц мар, эсир хаклăрах, - терĕ лешĕ. - Вилсен те пĕрле вилĕпĕр.
Çывăхрах снарядсем çурăлма тытăнчĕç. Панченко йынăшса ячĕ. Кириллов «чĕлхене» саперсен аллине хăварса, сержант патне шуса пычĕ.
- Эпĕ... пултараймастăп, - терĕ сержант. - Мана хăварма та юрать.
- Мĕн калаçатăн эс, Гриша!
Юлташĕ урăх чĕнмерĕ. Йывăр аманнă вăл. Тусне хăйĕн çумне пăчăртаса Кириллов пĕтĕм вăйран малалла шурĕ. «Нейтраллă участока» тухсан тин вăхăтлăха чарăнса тăчĕç. Панченко суранне çыхрĕç те хăмăшлăха кĕрсе çухалчĕç.
Чаçе çитсенех Панченкăна медсанбата ăсатрĕç. Кириллов ĕшеннипе лăштăр кайрĕ. Амăшĕн сăнарĕ куçĕ умне тухрĕ. «Аслисене итле, ывăлăм», - тенĕччĕ вăл ăна фронта ăсатнă чух. Шĕнертен Вăрнара çитиччен лав çине ларса пычĕ вăл. Кам пĕлет, ывăлне, тен, урăх курасса шанмарĕ пуль... Тăван анне сăнарне вăхăт та манăçа кăлараймĕ... Çак шухăшпа Кириллов çывăрса кайрĕ...
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Василий Кириллович Кириллов разведкăра пĕрре кăна мар пулнă. Темиçе хутчен те аманнă, госпитальте сипленнĕ. Кашнинчех, хăйĕн телейне пула, чаçе таврăннă, вăрçă вĕçленичченех çапăçусенче пулнă. Вăрçă пĕтнĕ хыççăн тăван Шĕнер ялне таврăннă. Тăван çĕршыв ăна хăюлăхĕшĕн, тăшмансемпе çапăçса  хастарлăх кăтартнăшăн пысăк наградăсемпе чысланă. Василий Кириллов Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн вăл пĕр вăхăт тăван колхозра бригадирта ĕçлерĕ. Хăйĕн ĕçне юратса, тимлĕ тăрăшса туса пыратчĕ, эпир ăна лайăх астăватпăр. Анчах та вăрçăра тÿссе ирттерни, паллах, витĕм кÿнĕ ĕнтĕ, вăл вăхăтсăр вилчĕ. Унăн ырă ячĕ халăх асĕнчен тухмĕ. Паттăр салтаксене ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!


"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2010
00:00
Поделиться
;