Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçлĕ тĕл пулу (Шкул хыпарĕсем: Çĕрпел)

Районти шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенсем Çĕрпелти вăтам шкулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе тĕл пулнă. Хăнасем шкул ĕçĕ-хĕлĕпе, «Янкăрмак» фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕпе паллашнă. Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн ĕçченĕсем В.Родионов декан, О.Печников тата И.Софронова преподавательсем - пирĕн ентешсем - чăваш чĕлхине вĕрентес тĕп меслетсем, çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăнă, сĕнÿсем панă. Студентсем, вăл шутра Çĕрпел шкулĕнчен вĕренсе тухнă Лилия Воробьева та пулнă, вăрнарсене концертпа савăнтарнă.
Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Р.Федорова çакнашкал тĕл пулусем мал опыта сарас, тытăмри çĕнĕлĕхсене вĕрентÿ процесне кĕртсе пырас ĕçре пысăк пулăшу панине каларĕ.
 
Уяв кунĕсем умĕн ку шкулта ирттернĕ «Мир ачасен куçĕпе» ÿкерчĕксен тата «Ветерана саламла» сувенирсен конкурсĕсене 2-7-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă. Пултарулăхĕпе палăрнисем - 5-мĕш класри Диана Андреева тата Надежда Афанасьева, 2-мĕш класри Людмила Степанова.


"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2010
00:00
Поделиться
;