Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Алевтина Ефимовна пек пуласчĕ (2010 - Вĕрентекен çулталăкĕ)

Уроксем хыççăн Татьяна Петровна Васькова класс ертÿçи пуçарăвĕпе Çĕн Кипекре пурăнакан Алевтина Ефимовна Павлова патĕнче пултăмăр. Алевтина Ефимовна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех пирĕн шкулта учительница пулса ĕçленĕ. Пенсие тухсан та, час-часах шкула чĕнсе илнĕ ăна. Вăл питĕ кăмăллă, вашават, сăпайлă хĕрарăм. Ялти çынсем те ăна питĕ хисеплеççĕ.
Юлашки çулсенче унăн сывлăхĕ самаях хавшанă. Çавăнпа та эпир ăна пахчара тирпейлесе пулăшрăмăр. Хаваспа тăрăшрăмăр. Ĕçленĕ вăхăтра Алевтина Ефимовна хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 19-та пулнă. Ытти çамрăксемпе пĕрле окоп чавнă çĕрте ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче ĕçленĕшĕн нумай наградăна тивĕç пулнă.
Кĕçех вăл пире сĕтел хушшине чĕнчĕ. Чейпе хăналарĕ. Шкулта ĕçленĕ вăхăта кĕскен аса илчĕ.
Эпир те ăна хамăр пултарулăха кăтартрăмăр. Ксюша Алексеева учителе халалласа çырнă сăвва вуласа пачĕ, пурте юрă юрларăмăр. Алевтина Ефимовна питĕ савăнчĕ, унăн куçĕсем шывланчĕç.
Алевтина Ефимовна чăвашла питĕ илемлĕ, таса, çаврăнăçуллă, илĕртÿллĕ, хавхаланса калаçнине итлесе эпир питĕ тĕлĕнтĕмĕр. Пирĕн те ун пекех тăван чĕлхене юратасчĕ, лайăх вĕренесчĕ. Ун пекех сăпайлă, ĕçчен, маттур, хастар пуласчĕ.

Таня НИКОЛАЕВА,

4-мĕш класра вĕренекен.

Кĕçĕн Кипек.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2010
00:00
Поделиться
;