Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хирĕçÿрен инкек тухнă (Суд тенкелĕ çинче)

Икĕ çын хутшăнăвĕнче виççĕмĕш яланах ытлашши. Вăл çул çинчен пăрăнмасан инкек тухасса кĕт. Виçĕмçулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче çурçĕр тĕлĕнче пулса иртнĕ киревсĕр ĕç пирки те икĕ каччă пĕр хĕршĕн тытăçса ÿкнĕ теççĕ преступлени вырăнĕнче пулнисем.
Çак кун «Гриль-бар» кафе умĕнче тухнă хирĕçÿ синкерлĕ вĕçленнĕ: пĕр çамрăк йывăр сурансемпе больницăна лекнĕ, тепри - йĕрке хуралçисен аллине. Тĕрĕссипе, аманаканĕ хăех хирĕçĕве пуçараканĕ пулнă-ха. Анчах çакă алла çĕçĕ тытнă каччăна айăплавран хăтармасть: вăл хăйне хÿтĕленĕ пулин те тепĕр çыннăн сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ.
«Бар умĕнче манăн хĕр çумне К. (малтанхи савнийĕ) çулăхма пуçларĕ. Ăна пăрăнма, ирттерсе яма сĕнтĕм, анчах хăлхана та чикмерĕ. Лăпланас вырăнне тумтиртен ярса тытрĕ те çапма-тапма пуçларĕ. Вăл патвар кĕлеткипе сиксе ларсан тĕшĕрĕлсе антăм. Алă хуçăлнипе ыратнăран, К. хĕнеме чарăнманнипе хам тăн çухатас патне çитнине туйса хăраса ÿкрĕм. Хÿтĕленес тĕллевпе çеç кĕсьерен çĕçĕ кăлартăм», - ăнлантарнă 27-ри И. следстви ĕçĕсем вăхăтĕнче. К.-н вара çĕçĕ хăварнă сурансене чылай вăхăт сиплесе укçа нумай тăкаклама тивнĕ. Суд çак тăкаксене пĕтĕмпех И.-н саплаштармалла тесе йышăннă.
Инкек пĕччен килмест теççĕ. Ку пăтăрмах хыççăн, пĕлтĕрхи январьте, И.-пе савнийĕ хушшинчи хутшăнусем те сасартăк пăсăлнă. Хайхискер каччăна хăйне кÿрентернĕшĕн явап тыттарма суда та заявлени çырнă иккен. И. çакăншăн тавăрас тенĕ-ши ĕнтĕ - каллех усал ĕç тума шут тытнă. Çуллахи пĕр каç хĕрĕн пиччĕшĕн хваттер кантăкĕнчен кĕленче пенĕ. Унта хăй хатĕрленĕ çунакан хутăш пулнă. Телее, пушара сарăлма паман, кÿршĕсем пулăшнипе вăхăтра сÿнтерме май килнĕ. Çапах та хваттерти япаласем çулăмпа сиенленнĕ. Кил хуçисем ку тăкаксене те хваттере çунакан хутăш вăркăнтарнă çамрăкран шыраса илме пултараççĕ.
РФ Уголовлă кодексĕн икĕ статйипе айăпласа суд И.-не икĕ çул та ултă уйăхлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă.
 

Следстви уйрăмĕнче тимлекенсем, коррупципе çыхăннă преступленисем пирки информаци пур пулсан, йĕрке хуралĕн органĕсене пĕлтерме ыйтаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2010
00:00
Поделиться
;