Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă пуçару (2010 - Вĕрентекен çулталăкĕ)

Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Ашмаров ячĕллĕ Мăн Явăшри вăтам шкулти учительсем çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, çирĕп сывлăхлă вĕрентсе çитĕнтерес енĕпе тунă ÿсĕмсене пĕтĕмлетсе «Юратнă шкулăм, савнă шкулăм» ятпа кĕнеке пичетлесе кăларасшăн.
Учительсен ырă пуçарăвне районта кăна мар, республикипех лайăх пĕлеççĕ. Кĕçĕн классене вĕрентекен Н.Алексеева, филологи наукисен кандидачĕ А.В.Рыбакова доцент ертсе пынипе, пĕрремĕш классем валли пособи çырса хатĕрленĕ. Ăна 2007 çулта Шупашкарта пысăк тиражпа пичетлесе кăларнă. Кĕçĕн классене вĕрентекен С.Фоминан та, А.Р.Кульева доцент ертсе пынипе, пуçламăш классенчи ачасем валли методикăллă сăнавсен пуххи кун çути курчĕ. Ăна Шупашкарти педагогика университечĕн паллă ăсчахĕсем тивĕçлĕ хак панă, унпа шкулсенче усă курма сĕннĕ.
Шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем Н.Федоровапа А.Павлова «Юратнă шкулăм, савнă шкулăм» çĕнĕ кĕнекене пичете хатĕрлесе çитерес енĕпе тимлĕ ĕçлеççĕ. Палăртнă тăрăх, кĕнекере Мăн Явăш шкулне хăçан тата камсем уçнине, вăл тĕрлĕ çулсенче мĕнле аталанса пынине, кунтан паллă çынсем вĕренсе тухнине сăнлакан статьясемпе очерксем, тĕрленчĕксем, ветеран-педагогсен аса илĕвĕсем пулĕç, вĕрентÿ ĕçĕнче ырă йĕр хăварнă учительсем хăйсен опычĕпе паллаштарĕç. Кĕнекене сăн ÿкерчĕксемпе илемлетеççĕ. Ăна пичетлесе кăларас енĕпе А.Фоминапа З.Казакова педагогсем те пуçарулăх кăтартаççĕ.
Шкулти Ĕçпе Çар Мухтавĕн музей директорĕ, районти паллă таврапĕлÿçĕ, тĕпчевçĕ, çыравçă В.Толстов та, хăйĕн ĕçтешĕсен «Юратнă шкулăм, савнă шкулăм» кĕнеки вулакансем патне хăвăртрах çиттĕр тесе тимлĕ ĕçлет, музейра упранакан архив докуменчĕсене пухса пулăшу кÿрет. Çамрăк ăрăва вĕрентессипе хĕрĕх çула яхăн тăрăшса ĕçлекенскер, Вĕрентекен çулталăкĕнче хăй те вулакансене тепĕр çĕнĕ кĕнекепе савăнтарасшăн. Ăна вăл пичете хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Хайлавĕсене тишкерсен, ăна, йăлтах архив докуменчĕсемпе усă курса çырнăскерне, Мăн Явăш шкулĕн энциклопедийĕ теме пулать.
Ырă пуçарăва кÿлĕннĕ учительсем хăйсен пархатарлă ĕçĕсене Вĕрентекен çулталăкне халаллаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2010
00:00
Поделиться
;