Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Отрасль мĕнле аталанать (Ял хуçалăхĕ)

Мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче кăçалхи тăватă уйăхра 1964 тонна (101 процент) аш, 10182 тонна (106 процент) сĕт туса илнĕ. Уйрăмах ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕне выльăхăн ăратлăхне лайăхлатассипе, апат базине пуянлатассипе тăрăшни аванах курăнать.
Акă кашни ĕнерен сĕт суса илесси 21 процент ÿснĕ. Халăхран сĕт пуçтарассипе «Янгорчино» кооператив та тимлет. Тăватă уйăхри кăтарту - 16,9 тонна.
Ĕнен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче теççĕ. Выльăхсене ешĕл курăк çине илсе тухнăран хальхи вăхăтра хуçалăхсенче вăтам сăвăм 12,1 килогрампа танлашать.
Çак тапхăрта мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче çăмарта 1323 пин штук е иртнĕ çулхи шайăн 117,2 процентне туса илнĕ.
Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх хисепĕ пĕлтĕрхи шайрах. Çапах та 2009 çулта сĕт хакĕ йÿнелни витĕм кÿчĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта уйрăм çынсем 6448 пуç ĕне усранă-тăк, кăçалхи тăватă уйăхра - 6251 пуç. Сыснасен йышĕ район аграрийĕсенче чакнă пулсан килти хушма хуçалăхсенче 2 процент ÿснĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче 54,3 пин пуç кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 18,2 пин ытларах.
«Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕ пулăшнипе килти хушма хуçалăхсем техника ытларах туянма пуçларĕç. Лашасăр алсăрпа пĕрех темест ял çынни. Районĕпе илсен ут-урхамахсен хисепĕ - 705 пуç. Иртнĕ çул çак тапхăрта 801 пуç пулнă.
Качакасемпе сурăхсен шучĕ чакнă. Мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче вĕсем - 9872 пуç (пулнă - 10065).


"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2010
00:00
Поделиться
;