Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççейшĕн кашни пĕлтерĕшлĕ

Кăçалхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ иртет. Унăн лозунгĕ - «Раççейшĕн кашни пĕлтерĕшлĕ».
Пĕрремĕшĕнчен, перепиç çĕршывра пурăнакан халăх йышне, вĕсен арлăхне тата ÿсĕмне, мĕнле наци çынни пулнине, пурнăç условийĕсене тĕрĕс палăртма пулăшать. Иккĕмĕшĕнчен, вăл иртнĕ перепиç пулнă хыççăнхи тапхăрта çак кăтартусен аталанăвне хаклама май парать. Виççĕмĕшĕнчен, çак информаци халăхăн тĕрĕс шутне пĕлмелли тата çĕршыври çывăх çулсенчи социаллă экономика лару-тăрăвĕн хаклавĕн тĕп никĕсĕ шутланать.        
2002 çулхи перепиçе Раççейре пурăнакансенчен пурте тенĕ пекех хутшăннă. Ку кăтартусем патшалăх политикине тĕрĕс йĕркелесе Раççее тĕнчери чи мăнаçлă çĕршыв статусне тавăрма май пачĕç.
Малашнехи аталанушăн та 2010 çулта пĕр çын юлмиччен перепиçе хутшăнни пĕлтерĕшлĕ. Çакă - патшалăхпа граждансем пĕр-пĕрне шаннине кăтартни. Перепиçе хутшăнасси - граждансен тивĕçĕ. Пĕтĕм ĕç 15 минут кăна йышăнать, апла пулин те малашнехи пурнăçа 10 çул енне витĕм кÿрĕ.
Хальхи перепиçĕн тĕп уйрăмлăхĕ - стационарлă участоксем йĕркелени. Перепиç информацине çыракансем киле пырасса кĕтмесĕрех ку участоксене килсе сведенисене пĕлтерме май пулĕ. Çакнашкал пунктсем ăçта вырнаçни тата телефон номерĕсене массăллă информаци хатĕрĕсем  урлă маларах пĕлтерĕпĕр.
Паянхи кун районти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем адрес хуçалăхне йĕркелессипе, халăхран информаци пухакан çынсене ĕçлеме пÿлĕмсем хатĕрлессипе, перепиçе пурнăçлакан çынсене палăртассипе тимлеççĕ. Пĕтĕмпе районта 19 пÿлĕм кирлĕ, кунсăр пуçне перепиçе ирттерессипе вăхăтлăх ĕçлеме 161 çын суйласа илсе вĕрентмелле.
Перепиç участокĕсем - октябрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 3-мĕшĕччен, стационарлă участоксенчи переписчиксем октябрĕн 8-29-мĕшĕсенче ĕçлĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2010
00:00
Поделиться
;