Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Суя укçа тупăннă (Шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтереççĕ)

ГИБДД кăтартăвĕсем тăрăх, мотоциклсемпе тата скутерсемпе чупакансем çул çинче инкеке лекнĕ тĕслĕхсем чылай. Уйрăмах çамрăксем ку транспортпа вĕçтерсе çÿреме юратаççĕ. Нумай чухне вĕсем хăйсемех айăплă та.
Иртнĕ эрнере акă вун улттăри çамрăк айăпĕпе Шупашкар - Сурское автоçул çинче Уйкас Ялтăра ялĕ çывăхĕнче инкек пулнă. Арçын ача, водитель удостоверенийĕ çуккине пăхмасăрах, Иж-Планета-5 мотоциклпа çул çине тухнă. Тахăш вăхăтра вăл руле тытса чарайман, хирĕç çул çине тухнă. Çавна май хирĕç килекен «Фольксваген» машинăпа çапăннă. Аварире мотоцикл çинчи пассажир суранланнă.
Май уйăхĕн 7-мĕшĕнче Перекет банкĕн Вăрнарти хушма офисне 64-ри хĕрарăм счет çине укçа хурас тĕллевпе килнĕ. Анчах ку операцие пурнăçлакан кассирăн икĕ купюра пирки иккĕленÿ çуралнă, вĕсенче суя укçа паллисене асăрханă. Банк ĕçченĕ милици сотрудникĕсене чĕнсе илнĕ. Палăртнă тăрăх, укçа Вăрнара Чулхуларан çитме пултарнă. Çакнашкал сериллĕ тата номерлĕ суя купюрăсем Чулхула облаçĕнчен «килнĕ» тĕслĕх унччен маларах та пулнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2010
00:00
Поделиться
;