Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Выльăх-чĕрлĕх сывă пултăр (Специалист канашĕ)

Раççей агропромышленноç комплексĕн çивĕч ыйтăвĕсенчен тата тĕп задачисенчен пĕри вăл - ĕне ашне ытларах туса илесси тата унăн пахалăхне лайăхлатасси. Ăна пурнăçлас тесен çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пымалла, выльăхсене лайăх условисенче тытмалла, тутлăхлă апат çитермелле, вĕсен ăратлăхне лайăхлатмалла.
Çак ĕçсене пурнăçламасан выльăхсен тухăçлăхĕ чакать. Нумаях пулмасть ветеринари лабораторийĕ биохими тĕпчевĕ туса ирттерчĕ, ĕнесен, пушмак пăрусен юн шывĕнче каротин, кальци, фосфор, резерври сĕлтĕлĕх (щелочность), пĕтĕмĕшле белок, глюкоза шайĕ мĕн чухлĕ пулнине тĕрĕслерĕ. Çавăн пекех çурхи диспансеризаци иртнĕ чух асăннă выльăхсен сĕтне те, шăкне те биохими тĕпчевĕ витĕр кăларнă (таблицăсем пăхăр).
Апатра каротин пурри пĕлтерĕшлĕ. Вăл организмра А витамина куçать. Çак витамин çителĕклĕ пулмасан куç органĕсем, нерв системи сиенленеççĕ, белок, липид, углевод, минерал ылмашăвĕсем пăсăлаççĕ тата ытти чирсем аталанаççĕ. Каротин çиттĕр тесен выльăхсене кукуруза силосĕ, викăпа сĕлĕ сенажĕ, кишĕр, курăк çăнăхĕ, пулă çăвĕ тата лайăх пахалăхлă утă памалла.
Кавлекен чĕрчунсене кирлĕ микроэлементсем шутне чи малтан кальципе фосфора кĕртмелле. Са тата Р ылмашăвĕ вĕсен шайлашăвĕнчен килет. Кальципе фосфорăн кăтартăвĕ - 1,5-2,1. Çак элементсем хушшинче шайлашу пăсăлсан выльăх-чĕрлĕх япăх ÿсет, рахитпа, остеопорозпа чирлет. Çавăнпа та рациона минерал хутăшĕсене кĕртмелле.
Белоксем çитменрен организмра япаласен ылмашăвĕ пăсăлать. Углеводсем те çителĕклĕ, сахăрпа протеин тĕрĕс шайлашура пулмалла. Унсăрăн веществосен ылмашăвĕ, кислотапа сĕлтĕ шайлашăвĕ пăсăлать. Çак сăлтавсене пула пăрусем час-часах вилеççĕ. Апат пахалăхлă  çитерсен сахăрпа протеин шайĕ 0,8 тытăнса 1,5 çити пулмалла. Юнра резерв сĕлтĕлĕхĕн виçи апат рационĕ мĕнле пулнине кăтартать.
Эмелсемпе тата апат хутăшĕсемпе тĕрĕс усă курсан выльăхсен пĕтĕленеслĕхне, сĕт суса илессине ÿстерме май пулать.
Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин ветеринари аптекинче мăйракаллă шултра выльăх, кайăк-кĕшĕк, сыснасем валли «Биовит», аш-шăмă çăнăхĕ, выльăх апачлĕх çĕпре тата ытти препаратсем туянма пулать.


"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2010
00:00
Поделиться
;