Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Эпир çапла ÿсрĕмĕр (Самана: вăрçă ачисем)

Эп утçи вăхăтĕнче çуралнă. Виççĕрине ас тăватăп. Мăкăç мучи мăнукĕсем Венькăпа Колька (йĕкĕрешсем) патне выляма кайнăччĕ. Кил хушши шăлакан мучи патне пытăм та: «Эпĕ ку тимĕре килте выляма вăрласа каятăп», - терĕм. Мучи кулса ячĕ. Евитлесен, вăрлани мар ĕнтĕ, терĕ пуль. Юр ирĕличченех çынсем салхуллăн та пусăрăнчăк туйăмпа калаçнине сисеттĕм. Вăрçă тухма пултарассине тăваттăра чухне ăнлантăм. Салтака каякансем вăрçă юррисем юрлатчĕç. Урамсем тăрăх ял тавра çаврăнса ял-йышпа сыв пуллашатчĕç. Ашшĕсĕр юлакан ачасен амăшĕсем çав тери хурланса, чуна ыраттармалла ĕсĕклесе йĕретчĕç.
Аттене партин Калинино райкомĕнче хăварма йышăннă. «Эпĕ юлма пултараймастăп, пурпĕр фронта каятăп», - тенĕ вăл. 1941-мĕшĕнче, июнĕн 7-мĕшĕнче, атте тата темиçе çын Нурăса тухса кайрăмăр. Чылай çынсем асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç. Аттепе анне те ÿкерĕннĕ. Халĕ çав ÿкерчĕк çине пăхатăп та, çитес йывăрлăхпа хăрушлăха кĕтни сăнранах курăнать.
Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче ют алăпа çырнă çыру илтĕмĕр. Бомба çурăлса аттене хытă амантнă. Хыпарсăр çухалнисем пулнă. Аманнисем те сахал мар. Çухатусене пăхмасăрах çитес кун питĕ хаяр çапăçу пулассине çырура пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн аттерен урăх çыру илмен. Тăшманпа вăл тăватă уйăх çапăçнă пулас.
Пиллĕкре йывăç конькипе, улттăра пĕчĕк сысна çурипе улăштарнă тимĕр конькипе аслăрах ачасемпе Мăн пĕвере ярăнаттăм. Çулла анне апат пĕçерме хурана шыв ярса çакса хăваратчĕ (эп çакайман). Вăл ĕçрен килнĕ çĕре апат пĕçереттĕм. Çиччĕре хутаçпа пучах пухни асра.
Шкула вуннăра тин илчĕç. Пĕрремĕш класра чиркÿ çуртĕнче вĕрентĕмĕр. Серафима Павловна лăпкăн, ăнланмалла калаçатчĕ. Урăх тĕнчене лекнĕ пекех туйăнатчĕ. Пĕччен ÿссе çынсенчен вăтанаттăм. Кĕçех октябреноксен ретне илчĕç. Сентябрьте çĕнĕ шкула кайрăмăр. Шкулăн пĕр пуçĕнче директор - Яков Владимирович Баранов пурăнатчĕ. Иккĕмĕш класран Анна Николаевна Васильева вĕрентрĕ. Панă ĕçе икĕ-виçĕ хут ăнлантаратчĕ. Виççĕмĕш класра пионера илчĕç, Нина Краснова вожатăй хĕрлĕ галстук çыхса ячĕ.
Пиллĕкмĕш çул паралельлĕ классенче вĕрентĕмĕр. Шкула çĕнĕ учительсем килчĕç: Александр Ильич Иваничев, мăшăрĕ Клавдия Наумовна, Елена Зиновьевна Зиновьева. Александр Ильич историпе вĕрентрĕ, каярахпа ăна завуча лартрĕç. Клавдия Наумовна - ботаника, хими, Елена Зиновьевна чăваш, нимĕç чĕлхисене вĕрентрĕç. Зинаида Николаевна Эндрушова вырăс чĕлхипе вĕрентетчĕ, завуч пулчĕ. Георгий Захарович Захаров географипе, ботаникăпа, Николай Яковлевич Яковлев нимĕç чĕлхипе, Петр Якимович Якимов шутлав ĕçне вĕрентрĕç.
Пушă вăхăтра колхоз председателĕ Петр Николаевич Николаев протезлă урисемпех пирĕнпе пĕрле волейболла вылятчĕ. Шÿтлеме питĕ юрататчĕ. Тĕлĕнмелле уçă кăмăллă, çамрăк чунлă, пурнăç çынни пулни курăнатчĕ. Вăл хĕтĕртнипе турник урлă янă ремень вĕçне шăлпа çыртса, тепĕр вĕçне алăпа хамăра туртса хăпартма, анма вĕрентĕмĕр.
Владимир Москвинпа Виктор Туринге «Хунав» журнал кăларма пуçланă. Михаил Васильевпа мана сăвăсем, калавсем çырма илĕртетчĕç. Журнала 23 номере çитертĕмĕр. Унсăр пуçне «Тăван ял» журнал кăларнă. Клубри сцена çинче виçĕ хутлă пирамидăсем туса, спектакльсем лартса халăха пуçтараттăмăр. «Иван паттăр» спектакльпе Уйкас Кипеке, Туçи Мăрата, Çавалкаса, Сăкăта çÿренĕ. Сăнарсем калăплама Елена Зиновьевна хытă пулăшатчĕ.
1952 çулта, пиллĕкмĕш класра, комсомола йышăнчĕç. Раиса Михайловна Михайлова кăкăр çине Ленин сăнлĕ значок çакрĕ. Явап та ÿсрĕ. Классем валли Михаил Васильевпа лозунгсем, плакатсем çырасси, редколлегире ĕçлесси алăран шкул пĕтеричченех татăлмарĕ.
1954 çулта малалла вĕренме Кĕçĕн Кипекре экзаменсем тытрăмăр. Вун пĕр ача иккĕмĕш сменăра вĕрентĕмĕр. Çак çулхине район хаçатĕнче манăн «Çуркунне» сăвва пичетлерĕç. Курицын Петр ман сăвва урамра янраттарса çÿрет...
Вĕренĕвĕн юлашки çулĕнче (1957) экзаменсем памалли предметсене пуç ыратиччен тишкернĕ. Шкулти редколлегире ĕçленĕ, мĕн пур мероприятие хутшăннă. Пилĕк ачана вĕр-çĕнĕ кĕнекесем пачĕç. Михаил Васильевпа мана шкул директорĕ Алексей Маркович Курсов икшер кĕнеке парнелерĕ.
Мана çак çулах, октябрьте, салтака илчĕç. Белоруссире присяга тытрăмăр. Çар службине ГДРта ирттертĕм. Танк батальонĕнче радиста вĕрентĕмĕр. Тренировкăсенче йĕрекенсем те пулса. Хама эпĕ йывăр туйман. Çур çул хушшинче батальонра 1-мĕш вырăна тухрăмăр. Взвод фотокарточкине «Хисеп хăми» çине вырнаçтарчĕç. Пĕрремĕш вырăна вĕренÿ вĕçленичченех тытса тăтăмăр.
1959 çулта, августра, Магдебург полигонĕнче вĕренÿсене ăнăçлă ирттернĕшĕн пирĕн экипажа полк командирĕ тав турĕ. Ноябрьте, службăри çитĕнÿсемшĕн полкран тăватă салтака 10 кунлăх отпуск пачĕç. Каялла чаçе ирхине çитрĕм. Çăвăнса килсен чÿречепе юнашар ман койка урлă вĕтĕ кантăк йăлтăртатса выртнине куртăм. Икĕ хутлă чÿрече шăп ман пуç çÿллĕшĕнче шăтнă. Мана нимĕçсен казарма умĕнчи çурт енчен пенĕ пулмалла. Контрразведчиксем килчĕç, нимĕçсен представителĕсене чĕнсе илчĕç. Занятисене пăрахтарчĕç, тревога çĕклерĕç. Çак ĕç мĕнпе вĕçленнине пире пĕлтермерĕç. Снайпер çав вăхăтра эпĕ Мăн Явăшра çÿренине чухласа илеймен. Çакăн çинчен эпĕ аннене каламан. Хам вара тăван килте хăналаннăран чĕрĕ юлнă.
1960 çулта, ноябрьте, салтакран таврăнсанах мана пионервожатăй, завклуб пулма тархасларĕç. Анчах Михаил Петрович сĕнĕвĕпе  колхоз кладовщикне лартма йышăннă. Эп вара Шупашкара чавтартăм. Çав вăхăтра комсомол райкомĕн секретарĕ Леонид Тянгов анне патне икĕ хутчен мотоциклпа «вербовщик» янă. Владимир Москвин, Михаил Васильев хаçатра ĕçлеме чĕнетчĕç. Шупашкарта техучилищĕре вĕрентĕм. Унта ташă кружокĕ йĕркеленĕ. Драмтеатр балетмейстерĕ Василий Федорович Богданов пире, икĕ ачана, театрта ташлама илсе кайрĕ. Унта театрта темиçе çул ташланă Самуил Сорокинпа унăн мăшăрне Галинăна, шкулта пĕрле вĕреннĕ Веня Сорокина куртăм. Борис Семенович Марков режиссер лартнă «Шывармань», «Чапай» оперăсене эпĕ те хутшăннă.
Училищĕрен виççĕн хĕрлĕ дипломпа тухрăмăр. Агрегат заводĕнче слесарь-модельщик пулса 4 çул ĕçлерĕм. 1965 çулта «Коммунизм ялавĕ» хаçатра Скворцов корреспондент ман çинчен статья кăларчĕ. 1967 çулта разметчика лартрĕç. Ку ĕçре вунă çул тăрăшнă.
1977 çулта Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне, 1979-мĕшĕнче «Всесоюзный институт в области стандартизации и метрологии» текен институтăн кĕске курсне пĕтертĕм. Пултарулăх коллективĕпе районсене çÿренĕ. Ман сăн цехри «Хисеп хăми» çинче çуллен пулнă. Хисеп грамотисем пухăнса кайрĕç. Темиçе хутчен мана «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăпа чысланă. Пĕрремĕш категориллĕ технолог ятне пачĕç. Заводри «Хисеп хăми» çинче тăватă хутчен, «Хисеп Галерейинче» тăватă хутчен пултăм. Заводăн хисеплĕ ветеранĕ шутланатăп. Руководительсем çÿлерех «çĕклес-шĕнччĕ». Хамăн кăмăла пĕлнĕ те - килĕшмен. Заводра 35 çул ĕçлерĕм.
Эпир ял историне пĕлмен. Владимир Иванович Толстов ĕмĕрĕпе шкулта ĕçлесе, чунĕ ыйтнипе ĕнтĕ, шкул, ял пурнăçне тĕпчерĕ. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса ял историне çырчĕ. Музей уçрĕ. Ялăн пĕлÿ пуянлăхне ÿстерчĕ. Çак пысăк ĕçĕн хакне виçме те çук. Вăрçăпа арканнă хуçалăха Петр Николаевич Николаев ура çине тăратрĕ, халăха çăкăр çитерчĕ. Ултавлă «перестройка» пуçланиччен Михаил Петрович Петров колхоза çÿлти шая хăпартрĕ. Ун хыççăн тустару тапранчĕ. Ял пĕтсе пырать. Çула кирек мĕнле тикĕтлесен те урапа уншăн çăмăл чупмасть.
Тĕлĕнетĕп: пирĕн ăстрăмрисем пурте Тăван çĕршыва юрăхлă пултăмăр. Выçăллă-тутăллă ÿснĕ, тумтире кура çын çине тухма, хĕрачапа сăмах хушма вăтанаттăмăр. Пĕрле çитĕннисенчен кам та пулин çар службинчен тăрса юлнине пĕлместĕп. Халь вара, Росстат евитленĕ тăрăх, призывниксен хĕрĕх проценчĕ ытла службăна юрăхлă мар. Çарĕ парадлăх кăна тăрса юлнă. Çирĕм çул каяллахи самолетсене кăтартрĕç. Кремль çине персе анасран хăраса чун юлмарĕ. Çамрăк йăх-ăрăва пултаруллă ĕçрен пистерчĕç. Пурте ишĕлет. Уяв вырăнне - траур. Пĕри тепĕрне вĕлерсе çаратнипе тăранасшăн. Эпир унашкал çылăха тĕлĕкре те тĕлленмен.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 мая 2010
00:00
Поделиться
;