Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ертÿçĕ - ăста, хуçалăх - çирĕп

Кăçал районта тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 9400 гектар ытла акса хăварнă. Хĕл каçайман кĕр тыррисен лаптăкĕсенче тепĕр хут пулас тухăç никĕсне хывнă. Ĕç кăтартăвĕ - виçĕ пине яхăн.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче пуринчен ытла - çичĕ пин гектара яхăн - тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене акса хăварнă. Ку эрнере предприятин уй-хирне район пуçлăхĕпе Анатолий Кузьминпа ветерансен тата пенсионерсен районти канашĕн председателĕ Александр Ильин çитсе курнă. Комбинатăн Вăрманкас ял тăрăхĕнчи урпа пусси уйрăмах куçа илĕртет. Калчасем пĕр тикĕс, парка шăтнă. Юрий Попов генеральнăй директор каланă тăрăх, шăпах çак уй-хиртен çурхи ĕçсем пуçланнă.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕ усă курмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçлет, çавна май район агропромышленноç комплексне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывать. Акă хальхи вăхăтра Кÿлхĕрри тата Хапăс ялĕсем хушшинче темиçе çул пушă выртакан 100 гектар çĕре сухалаççĕ. Ĕçе çĕнĕ йышши «Четра» тракторпа пурнăçлаççĕ. Хурçă ут хăйне май тĕрĕслев витĕр тухать. Тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерсен техникăна Шупашкарти трактор тăвакан заводра кăларма тытăнĕç. Калас пулать, хурçă ут мĕнле ĕçленине пăхса-асăрхаса тăма Мускаври автотрактор тата наука институчĕн инженерĕ Сергей Кромин ятарласа Вăрнар районне килнĕ.
Теорипе практикăна çыхăнтарни пĕлтерĕшлĕ. Анатолий Кузьминпа Юрий Попов руль умне ларса парлак çĕре сухаласа пăхнă.
Ертÿçĕсем Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕнче те пулнă. Кунта предприятин выльăх-апачĕлĕх нимĕç пăрçин уйĕ талккишпех сарăлса выртать.
Уй-хирте пулнă хыççăн Юрий Попов сысна комплексĕнче сысна самăртмалли çĕнĕ цеха çĕклес ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Çак вăхăта 15 млн. тенкĕлĕх хăватлă оборудовани туяннă ĕнтĕ. Цехра ĕçе малта пыракан технологисем çине таянса йĕркелĕç.
Ĕçе типтерлĕ туса пыни, харпăрçăн алли çирĕп пулни пур çĕрте те курăнать. Свинокомплекс территорийĕнче тирпей-илем хуçаланать. Çулсене асфальтланă, бордюрсене шуратнă. Тавраллах пилешсемпе пан улми йывăççисем ÿсеççĕ. Кайăк-кĕшĕк пĕр чарăнмасăр юрă шăрантарать. Сысна фермине мар, парка лекнĕн туйăнать.
Анатолий Кузьмин пултаруллă ертÿçĕсем тата аталану çулĕпе пыракан ял хуçалăх организацийĕсем район тĕрекĕ тесе çирĕплетнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 мая 2010
00:00
Поделиться
;