Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕнче

Талăкра - 14 литр
Уйкас Явăшри сĕт-çу ферминчи ĕнесене симĕс курăк çине кăларнă хыççăн сăвăм кунсерен ÿсме пуçланă. Дояркăсем иртнĕ тăватă уйăхра кашни ĕнерен 1720-шер килограмм сĕт суса илнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 216-шар килограмм нумайрах. Халĕ вĕсем кашни ĕнерен кунсерен 14-шар литр сĕт суса илеççĕ.
Çĕнĕ пĕве
Ял сăн-сăпатне çĕнетессине, урамсене тирпей-илем кĕртессине çăкаллă-явăшсем яланах тĕп вырăна хунă. Кăçал вĕсем ял варринчи юшкăнпа тулса ларнă пĕвене тасатрĕç, ун таврашĕнчи вырăнсене йĕркене кĕртрĕç. Халĕ пĕве кирек-кама та илĕртме, тавралăха илем кĕртме тытăнчĕ.
- Тирпейлĕх, тасалăх чир-чĕрпе кĕрешме пулăшать, пушар тухас хăрушлăха сирсе ярать. Кунсăр пуçне ял культурине те çÿллĕ шая çĕклеме май парать. Таврара илемлĕх пулсан пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлатăн, - палăртать «Мураты» ял хуçалăх кооператив ертÿçин çумĕ Юрий Петрович Спиридонов.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 мая 2010
00:00
Поделиться
;