Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăç хакĕ - икĕ пин тенкĕ...

Çулталăк пуçламăшĕнче Чăрăш Ишекре 88-ти ватă тепĕр кинемее пуртăпа касса вĕлерни çинчен тискер преступлени хыççăнах хаçатра çырнăччĕ. РФ Прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн ЧР Следстви управленийĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕ уголовлă  ĕçе тĕпчессине вĕçлесе айăплав пĕтĕмлетĕвне Вăрнар район судне ярса панă.
Паян акă киревсĕр ĕç сăлтавĕ çинчен уçăмлă калама пулать: икĕ кинемей хушшинчи хирĕçÿ укçашăн пуçланнă. Ĕненме йывăр та, çын пурнăçĕн хакĕ - икĕ пин тенкĕ...
Çак кун 73-ри Г., ÿсĕрскер, каярахпа хăйĕн çине пуртă çĕкленĕ А. патне хăнана килнĕ. Хайхискер кил хуçин аллинчи 2 пин тенкĕне курсан, укçана уççăнах туртса илме шутланă. Унăн аллине пăрса лартнă, темиçе хутчен çапнă - укçана пурпĕрех алăран кăларса илнĕ. Анчах кил хуçи те «çухалса» кайман, хăни икĕ пин тенкĕне тавăрса пама килĕшменнипе урса кайнă. Ухват ярса илсе темиçе хутчен те çапнă. Ухвачĕ хуçăлни те лăплантарман ăна - пÿртре выртакан пуртă алла лекнĕ. Чăннипе, ку преступленин тискерлĕхĕ пуçа хывăнмасть. 88-ти ватă тепĕр кинемее пуртăпа 55-е яхăн хутчен каснă-çапнă. Пуç çинче - 9, пичĕн сулахай енче - 12, алли-ури çинче 27 хăрушă суран, шăйăрттарнă тата юнăхнă вырăнсем тем чухлех...
 

А.СПИРИДОНОВ, РФ Прокуратури çумĕнчи

Следстви комитечĕн ЧР

Следстви управленийĕн

Канашри районсем хушшинчи

следстви пайĕн следователĕ

1-мĕш класлă юрист.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 мая 2010
00:00
Поделиться
;