Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район чысне тивĕçлĕ хÿтĕленĕ

«Инвалидсен Пĕтĕм Раççейри обществи» обществăлла организацин республикăри организацийĕ сусăр çынсене спорт мероприятийĕсене çулсеренех хутшăнтарассине йăлана кĕртнĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем ăмăртусенче вăй виçеççĕ тата сывлăха çирĕплетеççĕ кăна мар, обществăра хăйсен кирлĕлĕхне туйма вĕренеççĕ, пурнăç тĕллевне тупаççĕ. Спорта чăннипех юратакансен, лайăх кăтартусемпе палăракансен вара малалла пысăк çитĕнÿсем патне ăнтăлма май пур.
Халĕ акă кăçалхи ăмăртусен малтанхи тапхăрĕ пырать, районсенчи командăсем, темиçе ушкăна пайланса, республика шайĕнче тупăшма тивĕçлисене палăртаççĕ. Пĕрремĕш ушкăнра Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш тата Етĕрне районĕсен командисемпе пĕрле вăй виçсе, вăрнарсен чысне Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекенсем хÿтĕленĕ.
Ăмăрту программине дартс тата сĕтел çи теннис вăййисене, пауэрлифтинг кĕртнĕ. Кашни командăран 10-шар инвалид хутшăннă. Калининăсем хăйсене япăх мар кăтартнă - интерната пурĕ 12 грамотăпа таврăннă. Сĕтел çи теннисла выляса акă хĕрсем никама та нимле шанăç та паман - призлă вырăнсене Неля Скорева, Алина Николаева тата Таня Амбрашкина хăйсем хушшинче пайланă. Пауэрлифтинг енĕпе те Неля Скоревапа Леня Алексеев хăйсен виçе категорийĕсенче пĕрремĕш пулнă. Çавăн пекех иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем те чылай.
Спортăн икĕ енĕпе çĕнтернисене республика ăмăртăвĕсем кĕтеççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 мая 2010
00:00
Поделиться
;