Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Сириус» каллех малта

Çамрăк космонавтсен юхăмĕ Чăваш енре 700 ытла ачана пĕрлештерет. Хастар чăваш каччисемпе хĕрĕсем Мускав, Киров хулисенче çулсерен иртекен куравра, олимпиадăра, конференцире мала тухаççĕ.
Кăçал Мăн Явăшри çамрăк космонавтсен «Сириус» отрячĕ - Тимур Ильин, Леонид Федоров, Геннадий Гурьев, Святослав Мокеев, Тимофей Щеглов, Елена Петрова, Надежда Макарова, Роман Петров, Дмитрий Фомин - республикăра иртнĕ тĕрлĕ конкурссене хутшăннă. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вĕсем кăтартуллă ĕçĕпе 50 ытла отряд хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă.
- «Сириус» - чи çутă çăлтăр. Эпир те çавăн пекех çутатасшăн, пирĕн çул такăр та тикĕс пултăр! - вăрттăнлăхне уçрĕ отряд командирĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 мая 2010
00:00
Поделиться
;