Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тÿлевсем çухалмаççĕ

Ĕç пенсийĕн хушăнса пыракан пайĕ 1967 çулхи тата çамрăкрах граждансен, çавăн пекех пенсие ÿстерсе пырас тĕллевпе Патшалăх программине хутшăнакансен хăш çулхине пăхмасăрах йĕркеленет. Обязательнăй пенси страхлавĕ майĕпе граждансен уйрăм счечĕн ятарлă пайĕнче шута илĕнекен çак укçа - пенсин хушăнса пыракан пайĕ.
Пенсин çак пайне еткере хăварма юрать. Ку пухăнса пынă укçана, чи малтанах, мăшăрĕ, ачисем тата ашшĕ-амăшĕ илме пултараççĕ. Çывăх тăванĕсем çук-тăк е вĕсем тÿлевсене илме хирĕç пулсан, укçа ытти тăванĕсене - пиччĕшĕ-шăллĕсене, аппăшĕ-йăмăкĕсене, аслашшĕ-асламăшĕсене, мăнукĕсене - тивĕçет.
Анчах пенсин хушăнса пыракан пайне тăвансене кăна мар, ытти çынсене те халалласа хăварма юрать. Ун пек чухне Пенси страхлавĕн счечĕн хуçин Пенси фончĕн вырăнти уйрăмне килсе заявлени çырмалла, унта укçана кама хăварнине палăртмалла.
Енчен те страхланă çын вилнĕ пулсан, пухăнса пынă пенси тÿлевĕсене илес ыйтупа еткерçĕн 6 уйăх иртиччен Пенси фончĕн вырăнти органне килмелле. Çур çул иртсе кайсан еткер прависене суд урлă палăртма тивет.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 мая 2010
00:00
Поделиться
;