Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар хĕрĕ - пултаруллă ертÿçĕ

Нина Лаврентьевапа 10 çул каялла паллашнăччĕ. Унтанпа час-часах тĕл пулса хальхи пурнăçăн кăткăс енĕсем çинчен калаçатпăр. Ачалăхĕ Нинăн Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс ялĕнче иртнĕ. Хапăсри вăтам шкулта 8 çул вĕреннĕ хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра зоотехника уйрăмне пĕтернĕ.
Çамрăк зоотехника Элĕк районне ĕçлеме яраççĕ. «Шумшевашский» совхоз директорĕ Владимир Анисимов ăна хаваспах йышăнать. Икĕ çулта хăй ĕçне çав тери юратнине кăтартать çамрăк хĕр. Кунта ĕçленĕ вăхăтрах Сириккаси ялĕн каччипе Вячеславпа паллашать. Нинăн пулас мăшăрĕ, Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине пĕтернĕскер, кÿршĕ ялта культура керменĕнче вăй хунă. Мăшăрланнă хыççăн Нина Ульянов ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пуçлать. Малтан ферма ертÿçинче 2 çул, 7 çул - хуçалăхăн тĕп зоотехникĕнче, 6 çул - Мăн Вылă ял администрацийĕнче тĕп специалистра. 1997-2005 çулсенче - пĕр вăхăтрах ял администрацин пуçлăхĕ тата «Ульянов» хуçалăх председателĕ.
Нина Алексеевна Лаврентьева тăрăшнине пулах «Ульянов» ял хуçалăх производство кооперативĕ паянхи куна йĕркеллĕ ĕçлет, Элĕк районĕнчи 29 хуçалăхран упранса юлнă пилĕк хуçалăхран пĕри. 24-шĕ панкрута тухса саланнă, нумайăшĕн фермисенче пĕр выльăх-чĕрлĕх те çук, сухаламан çĕрсен хисепĕ вĕсенче 10 пин гектар ытла.
Мăн Вылă ял тăрăхĕнче лару-тăру урăхла. Вăрнар район хĕрĕ тĕлĕнмелле пуçарулăх кăтартрĕ, ку ял тăрăхĕнче икĕ хуçалăхра (Мăн Вылăри «Ульянов» кооперативпа Сириккаси ялĕнчи «Родник» хуçалăх) ĕçĕсем, ăнăçлă пыраççĕ. Акман çĕрсем çук, фермисенче мăйракаллă шултра выльăхсем чылай. 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Нина Алексеевна Лаврентьева - Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Ял тăрăхĕ виçĕ яла пĕрлештерет: Мăн Вылă, Сириккасси тата Атмалкасси, вăтам шкул, модельлĕ библиотека, фельдшерпа акушер пункчĕ пур.
Пур ялсенче те газ кĕртнĕ, тĕп урамсене асфальт сарнă.
Нина Алексеевна куçăмсăр майпа ял хуçалăх институтĕнчен ученăй зоотехнике вĕренсе тухнă. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна ЦК ВЛКСМ-ăн «Мастер-умелец» Хисеп паллипе, Чăваш Республикин Хĕрарăмсен Канашĕн комитечĕн Хисеп грамотипе тата ытти Мухтав хучĕсемпе наградăланă. Мăшăрĕпе виçĕ ачана кун-çул парнеленĕ, иккĕшĕ аслă шкулсенче вĕреннĕ, кĕçĕнни 11-мĕш класра ялти вăтам шкулта пĕлÿ пухать.
Нина Алексеевнăн районта авторитечĕ çав тери пысăк, пултарулăхĕ, ĕçшĕн тăрăшни, çынсен хуйхине тата йывăрлăхĕсене ăнланни тата вăхăтра пулăшни, иксĕлми вăй-хăвачĕ - унăн чи паллă та ырă енĕсем.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 мая 2010
00:00
Поделиться
;