Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вун тăххăрти çамрăка вĕлернĕ

Поселокра пĕр хваттерте çынна вĕлерни пирки сас-хура эрне пуçламăшĕнчех сарăлчĕ. Яланхиллех çакăн çинчен тем тĕрлĕ калаçакан та тупăнчĕ. Çавна май преступлени вырăнĕнче мĕн пулса иртнине ыйтса пĕлме РФ Прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн ЧР Следстви управленийĕн Канашри районсем хушшинчи пайĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе тимлекен следователĕпе Александр Спиридоновпа çыхăнтăмăр.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, поселокри пĕр хваттерте май уйăхĕн 16-мĕшĕнче вун тăххăрти çамрăкăн виллине тупнă. Унăн çурăмĕ çинче сулахай енче çĕçĕ хăварнă суран пулнă, такам ăна амантни палăрнă. «Ку киревсĕр ĕç пирки хальлĕхе малтанхи тĕрĕслев кăтартăвĕсене никĕсе хывса кăна калама пултаратпăр. Çак хваттерте вилнĕ çамрăкпа 23-ри хĕр хушшинче каçхине хирĕçÿ тухни паллă. Тавлашнă-хирĕçнĕ вăхăтра хĕр С.-на çĕçĕпе çурăмран чикнĕ те. Лешĕ кăшт вăхăт иртсен инкек вырăнĕнчех сывлама пăрахнă. Преступлени сăлтавĕ уçăмлă тесе калама май çук-ха», - пĕлтерчĕ А.Спиридонов следователь.
Ку преступленипе 23-ри О. тĕлĕшпе Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕ уголовлă ĕç пуçарнă, следстви мероприятийĕсем пыраççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 мая 2010
00:00
Поделиться
;