Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Арăмĕ - упăшкине, ывăлĕ ашшĕне вĕлернĕ

Йĕрке хуралĕн органĕсен кăтартăвĕсем шухăша яраççĕ: йăлари преступленисем нумай, çав шутра - йывăррисем те. Тăвансем, упăшкипе арăмĕ, тус-пĕлĕшсем çывăх çынсем пулин те пĕр-пĕрне çĕçĕпе чикеççĕ, хĕнесе вĕлереççĕ...
РФ Прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Канашри районсем хушшинчи пайĕнчен килнĕ хыпарсем те савăнтармаççĕ. Районта акă умлă-хыçлăнах икĕ çынна вĕлернĕ. Пĕрремĕш тискер преступлени Кушлавăш ялĕнче май уйăхĕн 20-мĕшĕнче каçхине пулса иртнĕ. Уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе тимлекен следователь Александр Спиридонов пĕлтернĕ тăрăх, пĕр çемьере упăшкипе арăмĕ, ывăлĕ укçа пирки хирĕçме тытăннă, пĕтĕм ĕç-пуç çакăн тавралла çаврăнса кайнă. «Инкек умĕнхи кун кил хуçи, республика тулашĕнче ĕçлесе çÿренĕскер, укçапа таврăннă. Тепĕр кунне ывăлĕсем хăнана килнĕ, тĕлпулăва паллă тунă. Калаçу пынă майăн ывăлĕ укçа ыйтнă. Анчах çак сăмахсем ашшĕне уртарса янă, хăвăр ĕçлесе илĕр, ним тумасăр пурăнатăр, тесе ятлаçма пикеннĕ. Амăшĕн чĕри вара чăтайман - ывăлне укçасăр лартас темен ĕнтĕ. Хĕрарăм укçа илме тесе утсанах ăна упăшки чарнă, хĕнесе ăс кĕртме тытăннă. Çак вăхăтра арăмĕ çĕçĕ ярса тытать те упăшкине кăкăртан ним шелсĕр чикет. Арçын кил картине тухма ĕлкĕрнĕ, кăшт вăхăт иртсен унтах вилсе кайнă», - пĕлтерчĕ А.Спиридонов малтанхи тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх.
Май уйăхĕн 22-мĕшĕнче шалти ĕçсен районти пайне Кăмашра 66-ри К.-н виллине тупнине шăнкăравласа  хыпарланă. Судпа медицина тĕпчевĕ арçын пурнăçран уйрăлнин сăлтавĕ тĕрлĕрен хăрушă сурансем (вĕсем пĕтĕм кĕлеткипех) пулнине кăтартса панă. Арçынна çапла тискер амантаканĕ - хăйĕн вăтăр саккăрти ывăлĕ. Вăл кăнтăрла иртсен, эрех ĕçсе минренĕскер, ашшĕне вăйлă хĕнесе пĕтернĕ. Хăйне çут тĕнче парнеленĕ çынна пуçран, ÿт-пÿрен чылай хутчен çапнă-тапнă. Каярахпа ашшĕне кил картинчен пÿрте сĕтĕрсе кĕнĕ. Анчах кăшт вăхăт иртсенех ывăлĕнчен хĕн курнă арçыннăн чĕри тапма чарăннă.
«Икĕ преступленипе те уголовлă ĕç пуçарнă, айăпланакансене тытса чарнă», - терĕ А.Спиридонов следователь.


"Çĕнтерÿ çуле"
29 мая 2010
00:00
Поделиться
;