Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ферма ĕçченĕсем тупăшрĕç

Ĕçри хастарлăха ÿстерес, ăсталăха туптас тĕллевпе кашни çулах районта ĕнесене машинăпа сăвакан операторсемпе выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен смотр-конкурсне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Родник» агрофирмăра иртрĕ.
Хастарлăх, пултарулăх
Ĕç çыннине кÿрет илем
Хуçалăх территорийĕнче конкурс ирттерме лайăх условисем туса пани яр уççăн курăнать. Фермăра таса, ĕç пÿлĕмĕсенче хăтлă. «Родник» агрофирма учредителĕн - «Газавтосервис» тулли мар яваплă обществăн - генеральнăй директорĕ Любовь Николаевна Горбунова хăнасене яланах хапăлласа йышăнма хатĕррине пĕлтерчĕ. Вăл уй-хирте те, фермăра та тимлекенсен ĕçĕ çăмăл маррине каларĕ. «Пурте пĕр тĕллевпе малалла та тăрăшсан йывăрлăхсене çĕнтерме пултаратпăрах», - терĕ Любовь Николаевна. «Родник» агрофирма хальлĕхе вăйлă хуçалăхсен шутне кĕмест пулин те аталану çулĕпе пырассишĕн тăрăшни аванах палăрать. Кунта «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлама хутшăнса выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнетсе улăштарнă. 2007 çулта «Знамя труда» кооператива хÿтте илнĕрен панкрутăн тĕпсĕр çырми патне çывхарнă хуçалăхăн парăмĕ пĕтĕмпех «Родник» агрофирма çине тиеннĕ. Çавна май пĕр вăхăтра ĕç çыннисене шалу тÿлесси те кăткăсланнă. Любовь Николаевна каланă тăрăх, халĕ предприяти ура çинче çирĕппĕнрех тăрать.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ Георгий Романов выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе районти аграрисем мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. «Родник» агрофирмăра ырă улшăнусем пулса иртнĕшĕн малти ишексемпе кăкшăмсене ырларĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 536 пуç, çав шутран 180 пуç ĕне тытаççĕ. Хушка пуçсем Çăлкас Кăкшăм ялĕнчи фермăра - 70. Кăçалхи тăватă уйăхра агрофирмăра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 153,7 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхи кăтарту - 123,2 центнер. Агрофирма управляющийĕ Виктор Анисимов, «Агро-инновацисем» патшалăх унитари предприятийĕн Вăрнарти консультацийĕн центрĕн директорĕ Евгений Алексеев, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн директорĕн производство вĕрентĕвĕ енĕпе ĕçлекен заместителĕ Надежда Михайлова, Малти Ишек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Семенов сăмах илнĕ май конкурса хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунчĕç.
Фермăра вăй хуракансем кăçал ăмăртăва ытларах пухăнчĕç. Ахăртнех, ĕçченсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, професси ăсталăхне ÿстерме тăрăшаççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ янăранă хыççăн ăмăрту ялавне çĕклеме иртнĕ çул тупăшура пĕрремĕш вырăнсем йышăннă Алевтина Тарасова дояркăпа Надежда Сергеева техник-осеменатор тивĕçрĕç. Вĕсем иккĕшĕ те «Янгорчино» кооперативран.
Шур халатлă аппасемпе пиччесем ăмăртура вăр-вар. Кашниех пьедесталăн сумлă картлашкисем çине хăпарма ĕмĕтленет-çке. Çапах та сĕт суса илессипе тупăшма черет çитсен конкурсантсем самантлăха чарăнса тăчĕç тейĕн, пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхкаларĕç. Ара вĕсем сĕт сумалли залра ĕçлесе курман-çке. «Родник» агрофирмăн ферминче тимлекенсем ăнлантарнă хыççăн ĕне сăвакан операторсен сăн-пичĕ çуталсах кайрĕ. «Тимлĕ пулсан, вăй хурсан çĕнĕлĕхсене хăвăртах алла илме пулать иккен», - терĕ «Янгорчино» кооператив доярки Наташа Григорьева.
 
Чи маттуррисем - малта
Паллах, смотр-конкурсра хастарлăх кăтартсан та малти вырăнсене чи маттуррисем, çивĕччисем кăна йышăнаççĕ. Жюри членĕсем пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн ĕне сăвакансем хушшинче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма 95,1 балл пухса Наташа Григорьева («Янгорчино») тивĕçрĕ. Иккĕмĕш - Лилия Ситникова («Родник»). Унăн - 94,5 балл. Виççĕмĕш вырăна 93,2 балл пухса харăсах икĕ доярка - Людмила Машковапа (аш-какай комбиначĕ) Ольга Козлова («Броневик») - пайларĕç. Надежда Сергеева техник-осеменатор («Янгорчино») кăçал та çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕ. Ăста специалист 94 балл пухсапĕрремĕш вырăна тухрĕ. Пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкисем çинче - Валентина Фомина («Хорнзор») тата Нина Лукина («Родник»).
Конкурсантсем хушшинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсем те пур. Чи маттуррисем  Карл Маркс ячĕллĕ кооперативри Светлана Прокопьева доярка тата Захар Углов техник-осеменатор пулчĕç. Аслă ĕçтешĕсенчен çамрăксем те юлмарĕç. «Хорнзорти» Марина Крисловапа «Родник» хуçалăхри Юлия Ефремова ăмăртура çĕнтерчĕç.
Ял валли специалистсем хатĕрлессипе Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчи преподавательсем курăмлă ĕçлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ студентсем республикăри, районти конкурссенче яланах малти вырăнсем йышăнаççĕ. Ку ăмăртура Кристина Константинова, Надежда Макарова, Юля Шарипова, Алина Алибекова, Алевтина Петрова маттур пулчĕç.
Смотр-конкурсра çĕнтернисене райадминистрацин Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Çавăн пекех пур дояркăпа техник-осеменатора та хисеплерĕç - парне парса хавхалантарчĕç. Ăратлăха лайăхлатассипе тимлекен «Чувашское» акционерсен уçă обществин технологи уйрăмĕн пуçлăхĕ Леонид Решетников ферма ĕçченĕсене хастар, пултаруллă пулнишĕн тав турĕ, ĕçре ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума сунчĕ.
Мала тухнисен - «Янгорчино» кооперативри Надежда Сергеевапа Наташа Григорьеван тата техникумра ăс пухакан Алина Алибекован - çывăх вăхăтра район чысне республикăра хÿтĕлемелле.
Конкурса хутшăннисене Малти Ишек ял тăрăхĕнчи артистсем пысăк концерт кăтартса савăнтарчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
29 мая 2010
00:00
Поделиться
;