Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Телефона тупма пулăшрĕç

Пурнăçра тем тĕрлĕ пăтăрмах та сиксе тухма пултарать. Эпир те нумаях пулмасть çакнашкал лару-тăрăва лекрĕмĕр.  Апрелĕн 21-мĕшĕнче  мăшăрăн Тамара Яковлевнан Шупашкара кайса килме тиврĕ.  Вăрнара киле çитсен тахăш вăхăтра шăнкăравлама тесе вăл манăн телефона шырама тытăннă. Анчах темле шырасан та ниçта та тупайман - йĕп пекех çухалнă тейĕн. Стационарлă телефонран манăн номер çине шăнкăравласа пăхрăмăр -  хĕрарăм сасси илтĕнчĕ, анчах вăл калаçса тăмарĕ. Çакăн хыççăн телефон ют алăра пулнине ăнлантăмăр.
Май уйăхĕн 7-мĕшĕнче киревсĕр ĕç çинчен пĕлтерме шалти ĕçсен районти пайне çитрĕмĕр, пире милицин участокри уполномоченнăйĕ И.Тихонова йышăнчĕ. Киле пырса телефон çухални çинчен сведенисем пухрĕ, каллех шăнкăравласа пăхрĕ. Анчах телефонпа хуравлакан хĕрарăмпа калаçу тухмарĕ.
А.Ананьев оперуполномоченнăйпа И. Тихонова протокол çырчĕç, пирĕнтен ăнлантарусем илчĕç. Кĕçех телефон тупăнни çинчен те пĕлтерчĕç.
Апрелĕн 21-мĕшĕнче çак хĕрарăм Çĕрпелтен Вăрнара килнĕ. Пирĕн килте никам та çуккипе усă курса вăрттăн кĕнĕ, сĕтел çинче выртакан кĕсье телефонне асăрхаса вăрласа тухнă.   Ăна «Шанс» пасар çывăхĕнчи пĕр лавккара сутса хăварнă.
Тĕрĕссипе, ку хĕрарăм пирĕн килте пĕрре мар пулнă, ăна эпир укçапа та, апат-çимĕçпе те пулăшнă. Телефон çухалнă кун пирĕн пата кĕрсе тухман-и эс тесе те ыйтрăмăр. «Енчен те телефона тытнă пулсан, алă-урасем типсе ларччăр», - тесе ĕнентерчĕ. Хăйне ырă тунăшăн çапла тавăрчĕ.
Телефона шыраса тупма пулăшнă  милици сотрудникĕсене - А.Ананьевпа И.Тихонована - пĕтĕм чунтан тав тăвас килет. Вĕсем хастар, оперативлă ĕçлерĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
29 мая 2010
00:00
Поделиться
;