Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уртаракан чир

Кăçал Чăваш Республикинче уртаракан чирпе чирленĕ 19 выльăха тупса палăртнă. Ытларахăшĕ (84 процент) - тилĕсем. Кĕркуннехи-çуркуннехи тапхăрта уйрăмах тискер чĕрчунсем чирлеççĕ.
Районти ветеринари служби профилактика мероприятийĕсем ирттерессине пысăк тимлĕх уйăрать. Çу уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне 3347 пуç обществăлла выльăх-чĕрлĕхе, çав шутран 2281 ĕнене, уртаракан чир ересрен вакцинăланă. Районĕпе илсен 2923 йытта прививка тунă. Çывăх вăхăтра килти хушма хуçалăхсенчи ĕнесене вакцинăлама палăртнă.
Выльăхсен сывлăхĕшĕн хушма хуçалăх тытакансен яваплă пулмалла, вĕсене таса витесенче тытмалла. Ветеринари ĕçченĕсем ыйтнипе кил хуçисен выльăхсене тĕрĕслеттемелле. Ăнсăртран выльăхсем вилсен е чирлесен тата хăйсене урăхла тытма пуçласан, васкасах ветспециалистсене пĕлтермелле. Профилактика мероприятийĕсем ирттерессипе тĕллевлĕ ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
29 мая 2010
00:00
Поделиться
;