Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Явап тыттарнă

Пушар тĕлĕшпе хăрушă тапхăр пуçланнăранпа (апрель-май уйăхĕсенче) районта та лару-тăру кăткăсланчĕ. Тавраллах - коллективлă садсенче, ялсенче - çуртсем çунаççĕ: нумай чухне çÿп-çап, типĕ курăк çунтарнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнман пирки. Апрелĕн 10-мĕшĕнчен май уйăхĕн 18-мĕшĕччен районти пушар хуралĕн подразделенийĕсем  пушарсем тата уйсемпе çырмасенче, вăрмансем çывăхĕнче çунма тытăннă вырăнсене 62 хутчен (пĕлтĕр - 40 хутчен) тухса кайнă. Танлаштарма: кăçалхи апрелĕн 10-мĕшĕччен - 22 хутчен кăна.
Каласа хăвармалла, типĕ курăк çапла шар кăтарнишĕн чылай тĕслĕхсенче çынсем хăйсемех айăплă. Вĕсем инкек тухма пултарасса ăнлансах пахча-анкартисенче пĕлтĕрхи хыт хурана, çурт-хуралтăсем çывăхĕнче çÿп-çап куписене чĕртсе хăвараççĕ. Шăрăх та çиллĕ çанталăкра вара çулăм пысăк хăвăртлăхпа сарăлать те ăна чарма питĕ йывăр.
Акă урамра хăйĕн килĕ умĕнче типĕ курăк чĕртсе ярса Рункă ялĕнче К. тепĕр хуçалăха çунтарса янă, Тăвальушкăнь Ялтăрара вара Г. кÿршисен кил-çуртĕнчен тата хуралтисенчен кĕл купи хăварнă. Апрелĕн 22-мĕшĕнче те Упнерте пĕр хуçалăха çÿп-çапран тасатнă май çулăм пÿртпе хуралтăсем çине куçнă. Хурăн Кăкшăмра çак сăлтавпах нумаях пулмасть пĕр хуçалăхран нимте юлман, тепринче çурт çунса кайнă. Çавăн пекех хыт-хурана тата çÿп-çапа чĕртсе ярса пушар тухас хăрушлăх кăларнă тĕслĕхсем Кĕперлĕ Кÿлхĕрринче, «Цивиль» коллективлă садра, Вăрнарта та пулнă. Ку граждансене пурне те пушар хăрушсăрлăх правилисем ыйтнине пăхăнманшăн административлă явап тыттарнă, 500-1500 тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Май уйăхĕн 6-мĕшĕнче вара Кăмашра пысăк инкек пулса иртнĕ - Л. хăйĕн хуçалăхĕ умĕнче çул айăккинче çÿп-çап пухса чĕртнĕ те хуралтисем çунтарса янă, выльăхĕсене кăларма тесе сарайне кĕрсе кайнăскер унтан тухайман.
Асăрхаттаратпăр: Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, çулăмпа е урăх хăрушлăх çăлкуçĕпе асăрханусăр пулнипе ют пурлăха тĕп тунăшăн тата сиенлетнĕшĕн* пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхăнассишĕн яваплă çын вĕсене пăснăшăн уголовлă явап тыттарма пăхăнă.
Сирĕн кил-çуртăн, хваттерĕн хÿтлĕхĕ  сирĕнтен килет. Пушара асăрхаттарма йывăр мар, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла мар. 
 
Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕ


"Çĕнтерÿ çуле"
29 мая 2010
00:00
Поделиться
;