Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чечеклен, завод, аталан, уй-хирсем те таса эс пуртан

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн 80 çулхи юбилейне халалланă Химик кунĕ чаплăн кĕрлесе иртрĕ. Районăн чи мухтавлă çыннисене, республикăпа Раççейĕн пысăк таланчĕсене, ăнăçлă партнерсене, хаклă хăнасене пуçтарчĕ вăл.
Район халăхĕ халиччен хамăр тăрăхра кунашкал уяв курман. Йĕркелÿçĕсен пысăк та паха ĕçĕ, яваплăхĕ «Химик» стадионта çаврăннă кашни уяв самантĕнче аван курăнчĕ: «Вăрнар планетинчи Çĕнтерÿ» театрализациленĕ прологра (хутăш препаратсен завочĕ кăларакан асамлă хутăшсем ÿсен-тăрансене кирек мĕнле хăрушă сăвăспа хуртран та çăлма пултараççĕ) та, савăнăçлă пайра та, спорт ăмăртăвĕсенче те, каçхи программăра та.
Уява завод ĕçченĕсен илемлетнĕ колонни уçрĕ. Ун пуçĕнче пурнăç тăсăмне, ăрусен çыхăнăвне сăнлакан хитрелетнĕ коляскăсен парачĕ пулчĕ. Вĕсене тĕксе пыракансенчен нумайăшĕ - завод ĕçченĕсем. Коляскăсенчи пепкесем тепĕр 20 çултан, шăпах заводăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне, тен, ашшĕ-амăшĕ ĕçне малалла тăсакансем пулĕç. Производство флагманĕсен, производство тата производство тивĕçтерĕвĕн цехĕсен, завод управленийĕн ĕçченĕсен сăн-питĕнче, калаçăвĕнче тăван предприятишĕн мăнаçланни тÿрех палăрчĕ. Кунтах «Август» фирмăн тĕп офисĕн тата унăн Беларусьри филиалĕн ĕçченĕсем.
Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ ял хуçалăхне кирлĕ пестицидсен мĕн пур ушкăнне хатĕрлесе кăларать. Хăватлă оборудованипе çирĕпленни, пахалăх, çĕнĕрен те çĕнĕ продукци производствине алла илни, вĕсем тĕнче рынокĕсене лекме пултарни... - акă мĕнпе мухтанма пултарать паян завод. Уяв ячĕпе саламланă май, «Август» фирма генеральнăй директорĕ Александр Усков, унăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиал директорĕ Владимир Свешников çакă пĕтĕмпех заводра вăй хуракансен ĕçченлĕхĕпе, ĕçе чунтан парăннипе пулса пынине палăртрĕç. «Сире пула эпир пуласлăха çирĕп шанчăкпа пăхатпăр», - терĕç вĕсем вăрнарсен тĕрлĕ ăрăвне район, республика, Раççей пуласлăхĕшĕн чунтан тăрăшнишĕн тав туса.
Хутăш препаратсен завочĕ, чăн та, хăйĕн ĕç шкулĕ витĕр темиçе ăрăва шăратса кăларнă. Династисемех , акă, - речĕпе. Аржановсем - ку йăхран паян 14-ăн тан заводра тимлеççĕ, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 215 çул. Дмитриевсен - Сапожниковсен вара - 645 çул. Калгановсен, Устимовсен, Максимовсен тата ыттисен династийĕсем мухтавра.
- Çак завод паян Вăрнар районĕнче пурăнакансемпе ĕç çыннисене, Чăваш енĕн ял хуçалăх таварĕсене туса илекенĕсене çеç мар, «Август» фирма бренчĕпе пĕтĕм çĕршыва, Раççей çĕрĕн пĕтĕм патриочĕсене, ку çеç мар - тĕнчен ытти континенчĕсене, ют çĕршывсене пĕрлештерет. Эсир чăннипех маттур! - терĕ уява килсе çитнĕ май Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров. Паянхи продукцисем тĕнчери чи пысăк пахалăха тивĕçтернине ырласа вăл производство ĕçне чи çÿллĕ шайра йĕркелесе пынăшăн, ăна тĕнчен чи çÿллĕ те лайăх стандартне лартнăшăн, завода, фирмăна ертсе пырас пултаруллă ĕçшĕн тав турĕ. Ыр сăмаха ветерансем те тивĕçрĕç - ĕç хăватне йĕркеленĕшĕн тата сыхласа хăварнăшăн, пахалăх паллишĕн, çамрăксене - çак вăй-хăвата çирĕп тытса пынишĕн, йывăр вăхăтра та ăна панкрут авăрне кĕрсе ÿкме паманшăн.
Президент завод кун-çулĕнче хăйĕн çемйин пайĕ те пурине палăртрĕ. Унăн мăшăрĕ, вăл вăхăтра пуласси, çĕнĕ завод строительствине  сахал мар тÿпе хывнă иккен. Николай Васильевич завода панкрута кăшт кăна кăларман компетентсăр ертÿçĕсен аллинчен çăлма пулăшнă. «Тавах, çак ырă мар пулăм хыçа юлчĕ. Завод вара аталанать. Мĕншĕн тесен унăн эсир пур, мĕншĕн тесен эпир пурте пĕрле!»
Хими индустрине çĕклекенсене çавăн пекех район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, Украинăри Золотоноша районĕн, Беларусьри филиал, Мускаври тĕп офис представителĕсем саламларĕç. «Август» Фирмăн филиалĕн вун-вун ĕçченĕ сумлă хăнасенчен тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçрĕç.
Сцена район, Шупашкар, Мускав, Беларусь артисчĕсен аллине куçрĕ. Раççейĕн паллă шоуменĕ Сергей Князев, «Love Radio» каналăн ертÿçи Элла Волкова, Алексей Чесноков (Мускав) пухăннисене чĕрене хăпартлантармалла савăнтарчĕç.
«Крутой замес» Вăрнарла олимпиада тата; Мечĕксем - тем пысăкăш, йĕлтĕрсем - тÿрех пилĕк çын сырмаллисем, йăлана кĕнĕ эстафета патакĕ вырăнне - канистрăсем тата ыт. те.
Мускаври «Самоцветы» тата «Отпетые мошенники» ушкăнсен концерчĕ те стадион тулли халăх пуçтарчĕ. Чи кĕтнĕ самант - каçхи тÿпене илемлетекен фейерверкпа «хутăшнă» çутă шоувĕ. Ахаль кăтарту çеç мар, çутăсен вылявĕ те «Август» фирмăна, хутăш препаратсен заводне, ун юбилейне, продукцийĕсене мухтарĕ.
«Химик» стадион иккĕмĕш кун та халăхпа тулчĕ. Спорт ăмăртăвĕсене завод ĕçченĕсем те, ун хăнисем те, шкул ачисемпе çамрăксем те хастар хутшăнчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
02 июня 2010
00:00
Поделиться
;