Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Эрех ĕçмен пулсан...

Руль умне ÿсĕрле ларни ырри патне илсе çитермест. Эрех тимлĕхе çухаттарать те çав вăхăтрах çынна хăйне çăмăлттайрах тытма хистет. Çул çинчи хăрушă инкексен пысăк пайĕ шăпах çакăнпа сăлтавланать. Ишлĕре пурăнакан Н.Черновăн водитель стажĕ - 29 çул. Апла пулин те вăл автомашинăпа çÿремен, трактористра тимленĕ. Пĕлтĕрхи июньте ВАЗ-21099 çăмăл машина туянсан кăна унăн рулĕ умне ларнă. Нумай та чупайман вăл, августрах хăйĕн айăпĕпе инкеке лекнĕ, машинăра пĕрле пулнă юлташĕн сывлăхĕ сиенленнĕ.
Августăн 31-мĕшĕнче вĕсем тусĕпе Юпшик Ялтăра çывăхĕнчи плотинара пулă тытнă. Каялла машинăпа каймаллине пĕле тăркач, Н.Чернов пĕр кĕленче сăра пушатнă, эрехне те тутанса пăхнă. Кун каç еннелле сулăнсан пулăçсем пуçтарăнса тухнă, водитель юлташне киле - Чăрăш Ишеке - ăсатса яма пулнă. Эрех витĕмне туйман мар ĕнтĕ арçын, анчах машинăна сÿнтерсе лартма васкаман. Тусĕ мотоблок косилкине илме Шĕнер Ишеке кайса килме ыйтсан та хирĕçлемен.
Ăнăçу хăйĕнпе вылянине юратмасть çав. Ÿсĕрле автомашинăпа çÿрени Н.Черновшăн та ырăпа вĕçленмен. Шĕнер Ишеке кĕриччен çул кукăрĕнче машина кювета çаврăнса ÿкнĕ. Пассажир больницăра кăна тăна кĕнĕ. Юрать-ха, хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăннă - инкек синкерлĕ вĕçленме те пултарнă. Авари пулнă вырăнта, сăмах май, «Хăрушă çул кукăрĕ», «Шуçлак çул», «Халăх пурăнакан вырăн пуçламăшĕ» çул-йĕр паллисем пур. Вĕсене те пăхăнман водитель, çул-йĕр условийĕсене те шута илмен. Çăмăлттайлăх хакла ларнă: асăрханусăр пулнăран пассажир сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ. Унăн чылай хушă Вăрнарта тата Шупашкарта сипленме тивнĕ.
Вăрнар район сучĕ Н.Чернова икĕ çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă, тĕрĕслев тапхăрĕ - пĕр çул та ултă уйăх. Çак вăхăтлăхах ăна транспорт хатĕрĕпе çÿреме чарнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
02 июня 2010
00:00
Поделиться
;