Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Регистраци тытăмĕ йĕркеленнĕренпе - 12 çул

1998 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче республикăра куçман пурлăх тата унпа çыхăннă килĕшÿсем çине правасене регистрацилессипе ĕçлекен патшалăх системине туса хунă. 12 çул хушшинче пирĕн республикăра пурăнакансем куçман пурлăх тата унпа çыхăннă килĕшÿсем çине пĕр миллион та 600 пин ытла права регистрациленĕ. Правасен Пĕрлĕхлĕ патшалăх реестрĕнчен пĕр миллион та 200 пин ытла выпискăпа тата пурлăх прависене çирĕплетекен ытти информаципе тивĕçтернĕ.
Уйрăмах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Шупашкарпа Канаш тата Улатăрпа Çĕмĕрле районĕсенче куçман пурлăх çине хăйсен прависене ытларах регистрациленĕ тата вĕсемпе çыхăннă килĕшÿсем тунă.


"Çĕнтерÿ çуле"
02 июня 2010
00:00
Поделиться
;