Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Складран гербицидсем вăрланă

Канмалли кунсенче районта тăкак тĕлĕшĕнчен пысăк киревсĕр ĕç пулнă. Милици сотрудникĕсем хыпарланă тăрăх, вăрăсем Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн пурлăхне сĕмсĕррĕн çаратнă. Хальлĕхе тупса палăртман çынсем хуçалăхăн Çавалкасри складне çăрана çĕмĕрсе кĕнĕ. Преступниксем киревсĕр ĕçе вырсарникун умĕнхи каç туни паллă. Вĕсем складран тĕрлĕ йышши гербицидсене 300 пин тенкĕлĕх вăрласа тухнă. Химикатсене вăрăсем «Газель» автомашина çине тиесе тарса çухалнă. Йĕрке хуралçисем ку автомашинăна тупса палăртассипе тата киревсĕр ĕçе тунă çынсене ярса илессипе тимлеççĕ.
Май уйăхĕн 30-мĕшĕнче Пăваяль çамрăкĕ çул çинчи инкекре ÿт-пÿне суранлатнă. Вун саккăрти П., Иж-Планета мотоциклпа пыраканскер, руле тытса чарайман, çул çинче çаврăнса ÿкнĕ. Ăна тĕрлĕ сурансемпе травматологи уйрăмне ăсатнă.
Иртнĕ эрнекун шалти ĕçсен пайĕн «Шырав» ушкăнĕ Услантăр Енĕш ялĕ çывăхĕнче 32-ри арçынна тытса чарнă. Оперативлă шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, вăл киревсĕр ĕç тунă иккен. Хайхискер пĕр тулли мар яваплă обществăн Услантăр Енĕш ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă ферминчен пĕтĕмпе 8 листа шифер сÿсе илсе кайнă. Ку обществăна вăл 1600 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
02 июня 2010
00:00
Поделиться
;