Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Яваплăрах пулмалла

Юлашки вăхăтра республикăри çулсем çинче скутерсемпе, прицеплă мотоблоксемпе çыхăннă инкексен шучĕ ÿссе кайрĕ. Пĕлтĕр скутерсемпе çÿрекенсем инкеке лекнĕ тĕслĕхсем 37 пулнă, вĕсенче виççĕн вилнĕ, 37-ĕн аманнă. Мотоблоксемпе çыхăннă 6 тĕслĕхе регистрациленĕ, пĕр çын вилнĕ, пиллĕкĕн суранланнă. Кăçалхи май уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне скутерсем хутшăннипе - 7, мотоблоксемпе 1 инкек пулнă. Тĕрĕссипе, скутер водителĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн чи ансат правилисене те пăхăнмаççĕ, çул-йĕр правилисен 24, 2-мĕш пайĕсенче тата Тĕп положенинче ыйтнине сĕмсĕррĕн пăсаççĕ. Çирĕплетнĕ йĕркепе регистрацилемен скутерсене тупса палăртнă тĕслĕхсем те пулнă.
Мотоблоксене те, акă, техника пĕлтерĕшĕпе килĕшÿллĕн, ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама усă курмалла. Вĕсен çул-йĕр юхăмне хутшăнмалла мар.
Пирĕн районта скутерсемпе çÿрекенсем виçĕ хутчен инкеке лекнĕ, пĕр водитель шар курнă. Çавăн пекех пĕр мотоблок водителĕ суранланнă.
Скутерсемпе тата мотоциклсемпе, мопедсемпе çамрăксем вĕçтерсе çÿренине тăтăшах курма пулать. Вĕсен рулĕ умне ларнă ачасем те тĕл пулаççĕ. Нумайăшĕ ку транспорт хатĕрĕсемпе çÿрес тĕлĕшпе нимле вăрттăнлăх та çук тесе шутлать пулас. Çакă тĕрĕс мар: шăпах çамрăксем çул çинче хăрушлăх кăлараççĕ те. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене тимлĕрех пулма ыйтатпăр, мотоблок-скутерсемпе ачасене çул çине тухма чармаллине асăрхаттаратпăр.


"Çĕнтерÿ çуле"
02 июня 2010
00:00
Поделиться
;