Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăксем - ял тĕрекĕ

Хăш-пĕр ял хуçалăх организацийĕсенче кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăни вăрттăнлăх мар. Ахăртнех, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа яллă тăрăхра ĕçлеме юлма хавхалантарас тесен аслă ăрăвăн тĕллевлĕ тимлемелле. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕсем таса тивĕçе пурнăçлассипе тÿрĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ: наукăпа практика конференцийĕсем йĕркелеççĕ, студентсене опыт пухма тĕрлĕ кружоксене явăçтараççĕ. Вĕрентекенсем ăс парса пынипе пулас специалистсем ял хуçалăх отрасльне тухăçлă аталантарас, тăван ен историне лайăхрах пĕлес тĕллевпе тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ. Сакăр студент акă нумаях пулмасть регионсем хушшинчи «Аслă Атăлăн çамрăклăхĕ» конференци-фестивале хутшăнма тивĕçнĕ. Пахалăхлă тĕпчев ĕçĕсемшĕн Любовь Михайлова, Светлана Сергеева, Марина Петрова, Анна Григорьева, Алексей Журавлев, Юлия Шарипова, Алина Алибекова, Вера Путерова малти вырăнсене йышăннă. «Студентсем техникум ятне ямарĕç, пултаруллă специалистсем пулма пултарассине çирĕплетрĕç, - терĕ савăнăçлăн техникум директорĕн заместителĕ Надежда Егоровна Михайлова. - Юля Шариповапа Алина Алибекова кăçал ĕнесене машинăпа сăвакан операторсемпе выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техниксен районти смотр-конкурсĕнче те пысăк хастарлăх, анлă пĕлÿлĕх кăтартрĕç».


"Çĕнтерÿ çуле"
05 июня 2010
00:00
Поделиться
;