Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чухăннине - кризис. Пуяннине – бизнес (Шăматкунхи калаçусем)

Çĕршывунта çул пур çинче
чухăн та сумсăр пурăнма
вăтанса тăр! Анчах çул çук-тăк -
пуян та чаплă пурăнма намăс!
       Конфуций (авалхи - ку эрăчченхи - Китай ăсчахĕ).
Вăрнарта химиксен уявĕ чаплă иртрĕ. Ĕçĕ-хĕлĕпе, çыннисемпе Совет Союзĕ чухнех сумлăн палăрса тăнă предприяти юбилейĕпе професси праçникĕ пĕр вăхăтра килни чыслав пĕлтерĕшне, ахăртнех, икĕ-виçĕ хут анлăлатрĕ, пысăклатрĕ. «Август» фирма, унăн Вăрнарти завочĕ кризиса парăнман - малалла аталанаççĕ, çĕнĕ цехсем çĕнĕрен çĕнĕ препаратсем, гербицидсем туса кăлараççĕ. Хаçатсем производствăри çитĕнÿсемпе, сатур ĕçченсемпе, çак вăхăтри ятуллă мероприятисемпе паллаштарчĕç. «Коллектива ку шайра савăнтарни пулманччĕ-ха», - терĕ заводăн хисеплĕ ветеранĕ, вăтăр çул лайăх пĕлнĕ юлташăм. Ĕçлекен çын тулăх пурăнни аван. «Рабочи-химик, цехри условине кура, ĕç укçине уйăхне Раççейри вăтам шайран кая мар - çав пĕр 20 пин тенке илетех ĕнтĕ», - терĕм.
Вăрнарти салютсем хыççăн Питĕрти салютсене пăхма киле кĕтĕмĕр. В.Матвиенко хытă тăрăшнă. Шоусене тĕлĕнтермелле хатĕрленĕ. Юлташăм ман сăмахран çакланса шухăшлать пулас: «Хула кунне капăрлама миçе миллиард тенкĕ хыврĕç-ши; - терĕ. - Пирĕн Георгий Георгиевичпа Владимир Григорьевич (химзавод директорĕсем пирки сăмах пырать - авт.) миллионсемпе перекетлĕ усă курма тăрăшатчĕç... Тата... асăрханă-и, пирĕн уяв кунĕсем пĕрмаях траур кунĕсемпе пĕрле килеççĕ... Татах калам: поляксем авиааварире пĕтсен çĕршывĕпех траур тесе пĕлтерчĕç. «Распадская» шахтăра рабочисем çавăн чухлех вилнĕ - «вырăнта хурланнипе» çырлахрĕç...»
Шоусемпе киленнĕ май «Пĕрремĕш Петĕр» кинофильма асилтĕмĕр. Ăна, Совет Союзĕнче тахçанах ÿкернĕскерне, Санкт-Петербургăн 307-мĕш çулне кура шыраса тупнă. «Асту-ха, - терĕ кил хуçи, - Европăна чÿрече уçса алăк каснă император шведсене шывра аркатнă хыççăн Раççее «модернизацилесси» пысăк йывăрлăхсемпе килсе тухнăшăн халăхран каçару ыйтать. Хальхи правительсем Петĕре çитеес çук: шел, темелле-и, пире чĕрĕк ĕмĕр кризисра усранăшăн каçару ыйтма та пĕлмеççĕ, Европăна тепĕр хут алăк касма та васкамаççĕ, çичĕ юта енчен енне тулĕк тăрпа кăлараççĕ. Тăвансенчен хăпса хамăрах Варшава блокне салатрăмăр. НАТО Питĕрпе Мускав алăкне çитсе тăчĕ: май уйăхĕн юлашки эрнинче çĕршывăмăр чиккинчен 60 çухрăмра 37 вакунпа Америкăн ракетăллă зениткисен «Пэтриот» комплексне антарчĕç. Питĕрти «патриотсем» хулари шоусенче савăшнă хушăра поляксем агрессивлă блокăн пуç-çарне хавасланса йышăннă, хăйсене майлă уяв кĕрлеттернĕ. НАТО тин кăна Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕн Парадĕнче авăрламан пăшалĕпе уткалатчĕ, ахух, Мускав умне хальхинче авăрланă ракетипе килсе тухнă! «Кашкăр юлташсемпе» пĕр ĕçкĕре ларнăпа пĕрех çывăхланса пыратпăр...».
Экранра шукăль мăкратсем курăнкалаççĕ. «Ак, - терĕ юлташăм, - Питĕр хаçачĕ çырать...». Кĕскен калатăп. Тăхăр вуннăри Анна Морозова, вăрçăра пулеметчица пулнăскер, хваттерĕнче пурăнма май çуккине кăтартса Президент адресĕпе заявлени тăратнă. Çыру пĕр инстанцирен тепĕрне хутланă. Юлашкинчен чиновник çапла çавăрттарнă: «Хваттер парĕç тесе сана Президент шантарнă, вăт, тыт та çавăн патне кай!..» Сăмах-юмах чухăнлăхпа пуянлăх пирки явăнма тытăнать (ку вĕренĕн вĕçĕ пулас çук). Орел облаçĕнче Олеся Дроновăпа унăн пилĕк ачи çунса кайни çинчен каланă вăхăтра (7 пин тенкĕ тÿлейменшĕн çемьене электроэнергисĕр хăварнă, шăнса хытăрканипе, амăшĕ, ахăртнех, урайĕнче вут хунă) олигархат «Зенит» клуб валли Сербирен Данко Лазович футболиста 6 миллион евро тÿлесе туяннине хыпарларĕç. Çак çу уйăхĕнче М.Прохоров та НБА лĕкĕр-лекĕр клубне 200 миллион долларла çулса илнĕ. Р. Абрамович «Челси» клубшăн çакăнтан чылай ытларах тăкаклать. Кунашкал икĕ енлĕ тĕслĕхсем кунсеренех пин те пин. Монополистсем (хăш-пĕрин ячĕсене асăнтăмăр) тарифсемпе хаксене ĕрĕхтернипе чипер тытăнкаласа тăнисем те пурăнмалăх йăвасăр тăрса юлаççĕ, бомжа тухаççĕ, ыйткалама сĕтĕрĕнеççĕ. Раççейри капитализм халăха икĕ енне уйăрнă хыççăн (американсем бандитла капитализм терĕç, халь тата феодалла... капитализм теççĕ) пĕр енчисене ирĕксĕрех тепĕр енчисемпе танлаштаратăн.
Тĕнче пĕлсе тăракан факт: Çĕр çинчи мĕнпур ресурсăн пай-тÿпи Раççейри кашни çын пуçне условнăй единицăпа 11,7 чухлĕ тивет. Пирĕнтен кашнийĕ американецран 6 хут, европеецран 17,6 хут пуянрах. Çав вăхăтрах (ТВЦ-канал ку çине кăтартнине илетĕп) халăхăн 14 проценчĕ (17,4 миллион çын) чухăн. 10 миллион çын 3-4 пин тенкĕпе пурăнать. 20 процент «вăтам класрисем» тесе шутлаççĕ («челноксем»-и;) 60 процент - «малообеспеченнăйсем» (чăвашла тĕрĕсрех темле каламалла;) Чи пуяннисем (олигархсем, çÿлти чинсем) - 5 процент. Пуяннисен 10 проценчĕн тупăшĕ, чухăнсен аялти 10 проценчĕпе танлаштарсан, 60 хут пысăкрах. Çын пуçне тупăш курассипе 207 патшалăх ретĕнче 97-мĕш вырăнта пыратпăр. 107 миллион çын пурлăх тума хутшăнмасть. Чиновниксен эшкерĕ Совет Союзĕнче пулнинчен икĕ хут пысăкрах (пĕрлех взяточниксен йышĕ 5 хут ÿснĕ). Кашăк ăсталакан е чăпта çапакан пĕр рабочи хыçĕнче «çăлтăрсем» те çиччĕн тан сиккелеççĕ. Тĕнчери вăтам виçепе танлаштарсан, социалкăна хÿтте илсе пирĕн бюджет икĕ хут сахалтарах расхутланать. Аталаннă çĕршывсенче пирĕнтен виçĕ хут нумайрах тăкаклаççĕ.
Госдумăри отчетпа В.Путин премьер шалт тĕлĕнтерчĕ: мана тăрук чухăнсен ретĕнчен кăларса пăрахать, олигархсем чухăна юлнăшăн кулянать («олигархи подобнищали»). Хамшăн хĕпĕртес вырăнне олигархсемшĕн пăшăрханма тытăнтăм. Çĕнĕ çултан пĕр виç уйăх пенсисем ÿсеççĕ тесе шавларĕç. Апрельте шăпăртланчĕç: пăх та - ÿсни-качки! Шантарнин çурри те çук. Çав вăхăтрах, кризис ахăрнине пăхмасăр, олигархсен компанийĕ 49-тан 77-е çитнĕ. Тупăшĕсем икĕ-виçĕ хут хăмпăланса хăпарнă! Ара, банкирсене резерв фондĕнчен тыттарнă 200 миллиард доллартан промышленноçа, ял хуçалăхне, наукăна, ытти çĕре виçĕ пус чухлĕ те тĕшмен. Кашни рабочие 20 пин тенкĕ тÿлесе 10 миллион ĕç вырăнĕ уçма пулатчĕ! К. Тормышев банкир (Перекет банкĕн (!) Липецкри уйрăмĕ) çав вăхăтра ют çĕршывсенчи фирмăсен суя счечĕсем çине 8 миллиард тенкĕ куçарнă...
Коррупципе çапăçатпăр пулать-ха... Темиçе çул хушши 786 тонна ылтăна, Бельгире выртакан 14 миллиард долларăн хуçине следстви шырани пирки шавларĕç. Генпрокуратура мĕнле самолетпа ăçти банксене леçнине те тупнă-мĕн. Анчах ĕç-пуç епле вĕçленнине пĕлеймерĕмĕр. Пĕлтĕрхи ноябрьте РФ Пенси фондĕнчен 1 миллиард тенкĕ «çухатнă» терĕç. Мушенниксем суя хутсемпе укçана леш енне хăваланă иккен. Уголовнăй ĕç пуçарни çинчен шарламарĕç. Кăçалхи апрельте коммерци тытăмĕ Раççей Пенси фондĕнченех 1 миллиард тенкĕ хăйпăтнă. Тĕрмене лараканĕ тупăнать-ши; РФ Шутлав палатин пуçлăхĕ С.Степашин евитленĕ тăрăх, бюджетран уйăрнă 4 миллиард тенке пĕлтĕр тĕлсĕр сапаланă. Урăхла каласан, çав миллиардсем тĕллеттернĕ çĕрте усă кÿриччен «пăсланнă». 238 миллиард тенке тĕрĕс мар расхутланăшăн прокуратурăна 215 материал тăратнă, 41 уголовнăй ĕç пуçарнă. Тĕрĕслев результачĕсене Госдумăна пĕлтерессе кĕтеççĕ...
«Аталану центрĕ» институт кăтартнă тăрăх, ĕçшĕн тÿлесси пĕлтĕрпе кăçал бюджет секторĕнче 7 процент ытларах, частнăй секторта 5 процент чакнă. Çав вăхăтрах чиновниксем Раççейри вăтам шайринчен (18.673 - 20 пин тенкĕ) 78,6 процент ÿстерсе илеççĕ. «Ведомости» хаçат çырнă тăрăх, «Лукойл», «Газпром», «Транснефть» менеджерĕсем кĕсьене уйăхсерен 100-шер пин доллар хураççĕ, хăйсен тупăшне çулсерен 2-3 хут ÿстереççĕ. Тулаш суту-илÿ банкĕ (ВТБ) топ-менеджерсене пĕлтĕр преми шучĕпе 3,2 миллиард тенкĕ валеçнĕ. Тулаш экономбанк (ВЭБ) пуçлăхĕн В.Дмитриевăн пĕлтĕрхи ĕç укçи 18,4 миллион тенкĕпе танлашнă. Хаçатсем влаçрисен - пысăк чинлисен тата вĕсен арăмĕсен тупăш декларацийĕсене пичетлерĕç. Губернаторсемпе мэрсен мăшăрĕсем упăшкисенчен çичĕ-сакăр хут ытларах «ĕçлесе» илеççĕ. Ю.Лужков (Мускав мэрĕн çулталăкне 7,9 миллион тенкĕ тухать) арăмĕ Е.Батурина пĕлтĕрхи тупăшне 31 миллиард тенкĕпе кăтартнă. Ун 1200 гектар коммерци çĕрĕ пур. Курск облаçĕнче 3 гектар. 6 автомобиль («Мерседессем» 3). Лондонра 90 пÿлĕмлĕ особняк (100 миллион доллар тăрать). Арăмсем мĕн ĕçленине «РГ» хаçатра вуласа пĕлĕр. «Едроссен» партире тăман çул пуçĕ В.Путин премьер нивушлĕ тавçăраймасть: должноçе тивĕçтереймен губернаторсене мĕншĕн вĕсен капашсăр хастар арăмĕсемпе улăштараймасть;
Çав ĕнтĕ: чухăнсене - кризис, чинлисене - бизнес.
Чухăннисене епле çĕнтермелле-ши; Влаçа Ельцинран пуçласа çирĕм çул тăнран яракан ыйтăва НТВшниксем тĕрĕс лартнă («Как нам победить бедных;», майăн 21-мĕшĕ). Тÿрех каламалла: Тетчерсем пусмăрласа сĕнекен меслетсемпе - халăх йышне пĕрехмай чакарса пынипе («процесс» ахаль те ăнăçлă пырать, социологи ĕнентернĕ тăрăх, 20 çулта 35 миллион çын çухатрăмăр) май килмест. Иртнĕ çул вилнисем çуралнисенчен 300 пин çын нумайрах (2009-мĕшне демографсем «ăнăçлă» тесе палăртнăччĕ). Алкашсемпе наркомансем кăна мар кĕшĕл тăкăнаççĕ. Урă рабочи те ĕçе вăрçа тухса кайнăн çÿрет. «Распадская» шахтăри авари хыççăн (вилнисен шучĕ хушăнсах пырать) пиншер рабочи ĕçсĕр ларать. Халăх пăлханнине кура, влаç вирлĕ сехĕрленет: бюджетниксене, студентсене хирĕçлев акцийĕсене тухасран пăркăчланă. Аптăранипе «кутăн чăмнă» А.Тулеев «митинга бандитсем тухаççĕ» тесе персе янă. Майăн 22-мĕшĕнче Кемĕрти Советсен лапамне шахтерсем тухасран хăраса 6-8-мĕш классенче вĕренекенсене хăваласа кăларнă. Вĕсене тавралла çавăрса илсе автоматлă ОМОН хуралланă. Губернаторăн ку мерăсем вырăнне унчченхи инкексенчен выводсем тумаллаччĕ. Епле манăн: «Ульяновская», «Юбилейная» шахтăсенче унччен 148 çын вилнĕччĕ.
СШАрипе танлаштарсан, Раççейре çын пурнăçĕ 30 хут йÿнĕрех: янтăланă 30 миллион тонна кăмрăк пуçне унта пĕр шахтер, пирĕн патра вăтăр шахтер вилет. Пурнăçне олигарха парнеленĕ горняк çемйине пирĕн 1 миллион тенкĕ тÿлеççĕ. Америкăра - 30 миллион тенкĕ. Казахстанра - 2 миллион таран. Çулталăкра пирĕн вăтамран 17 хутчен пĕр-пĕр объект сирпĕнет. Металлургире - 7 хут. Нефтьпе газ промышленноçĕнче - 12-14 хут. Производствăри аварисем çулталăкра 100 пин çынна пурнăçран уйăраççĕ (Канаш, Çĕмĕрле, Вăрнар хулисен халăхĕ чухлĕ). Пĕтĕм производство - Совет Союзĕнчен юлнăскер. Пурте кивелет. Красноярск ГЭСĕнче те, «Распадская» шахтăра та катастрофăсем тупăшшăн выçăхса антăхнипе пĕле-тăркач килсе тухнă. Олигарх хăрушсăрлăхшăн бюджетран хывнă укçана та хăйĕн кĕсйине чикет. Кемĕр енĕн синкер тÿснĕ шахтисене ура çине тăратма 300 миллион доллар кирлĕ пулать. Çав суммăна тем тесен те Кипр утравĕ таран саланнă параçитсенчен шыраса илмелле!
Экономистсем В.Путин премьерăн Госдумăри отчетне тишкернĕ. 2009 çулта ВВП (патшалăхăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ) 8 процент катăлнă. Промышленность продукцине туса кăларасси 11 процент чакнă. В.Путин вăхăтĕнче тарифсем электроэнерги енĕпе 7 хут, çурт-йĕре ăшăтассипе 9 хут, вĕри шыв парассипе 12 хут, газпа тивĕçтерессипе 8 хут ÿснĕ. Аш-пăш хакĕ 5 хут хăпарнă. «Руççиянин» африканец ĕмĕрĕпе пурăнать - вăтам кун-çулĕпе тĕнчере 124-мĕш вырăнта пырать.
«Çирĕм çул пустуй çухатрăмăр, - терĕ В.Путинăн Госдумăри отчетне тимлĕ тăнласа ларнă Ж.Алферов - Нобель премийĕн лауреачĕ. - Промышленноçа хăватлă технологипе аталану çулĕ çине тепĕр хут тавăрмасан, Раççейăн пуласлăх çук». Правительствăра Е.Примаковпа çумăн тăрăшнă Ю.Маслюков («дефолт» хыççăн Раççее чăнласа ура çине тăратрĕç те, Ельцин вĕсене сакăр уйăхранах хăваласа ячĕ («тĕрĕс мар лартăмăр!») Виличчен ак епле каласа хăварчĕ: «Экономика управленийĕ, пире çут çанталăк пилленĕ ырлăх-пурлăх патшалăх аллинче пулмалла. Аталану çулĕ - модернизаци. Наука базине хăватлантармалла. Укçа-тенке хамăрăн производствăна хывмалла. Импорт пахалăхлă мар. Обществăна калăплакан госзаказ кирлĕ. «Катастройкăна» татăклăн хирĕç тăрайманшăн ÿкĕнетĕп. 1985 çулхи пурнăç шайне капашма çывăх мар. Раççей çăлăнăçĕ - социаллă демократи». «Евгений Максимович, калăпăр, Эсир - Президент. Сирĕн пирвайхи виçĕ указ; - ыйтнă Примаковран. «Резерв фончĕпе ырлăх-пурлăх фончĕн компетенцине çирĕппĕн картланă пулăттăм. Чĕртавар экспорчĕ экономика тытăмĕпе модернизацие тивĕçтермелле. Иккĕмĕшĕнчен - «сверхприбыль» текеннине патшалăх аллине илĕттĕм, мĕнпур çĕршыв çавăн пек пурăнать. Виççĕмĕшĕнчен - госаппарат бизнеспа пĕтĕçнине пăрахăçланă пулăттăм».
Чăнах та çав, чинлисене бизнесран хăйпăтсан, мафие, коррупцие кăштах çăварлăхласан, Тăван çĕршыва чухăнсен енĕ те юрăхлă пулĕ тен;..


"Çĕнтерÿ çуле"
05 июня 2010
00:00
Поделиться
;