Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Професси тĕрĕс суйла

Эпир, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем, «Професси суйласа илесси» проектпа ĕçлетпĕр. Çавна май  Вăрнар районĕнче чи кирлĕ тата анлă сарăлнă професси мĕнлине пĕлме анкета тĕпчевĕ туса ирттертĕмĕр. Ыйтăма хутшăннисем ытларах программист, юрист (9 процент), врач (8 процент), çĕвĕç, таксист, милиционер (7 процент) профессийĕсемшĕн сасăларĕç. Анчах та çынсем паянхи лару-тăрăва тĕрĕсех ăнланаççĕ-и-ха; Эпир районти ĕç биржине çул тытрăмăр. Пирĕн районта çак специалистсем - строительсем, слесарьсем, электромонтерсем, сутуçăсем, поварсем, электриксем, почтальонсем, машинистсем, каменщиксем, платниксем, водительсем, слесарь-сантехниксем, официантсем, столярсем, çĕвĕçсем, токарьсем, кровельщиксем, барменсем - çитмеççĕ иккен. Çавăн пекех район тĕп больницине те тухтăрсем кирлĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн ĕç рынокĕнче кирлĕ профессине алла илме тăрăшмалла. Пурнăç таппипе тан пырсан ĕçсĕр юлмастăн, обществăна та пысăкрах усă кÿрĕн.


"Çĕнтерÿ çуле"
05 июня 2010
00:00
Поделиться
;