Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уява пухăнчĕç

Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче  районти культура çуртĕнче куç курманнисен Вăрнарти организацийĕ куç курманнисен Пĕтĕм Раççейри обществи - 85 çул, республикăри организацийĕ 80 çул тултарнине паллă турĕ. Организаци членĕсем юбилее тăрăшса хатĕрленнĕ: ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ, «Пирĕн ветерансем» альбомпа, фотоальбомсемпе, юлашки пилĕк çулта пухăннă Хисеп грамотисемпе паллаштарчĕç.
Уява кашни ял поселенийĕн представителĕсем хутшăнчĕç. Ăна уçнă май куç курманнисен Пĕтĕм Раççейри обществин гимнĕ янăрарĕ. Г.Мясникова председатель вырăнти организацин ĕçĕ-хĕлĕ, инвалидсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Бюро йышăнăвĕпе 15 активиста Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе наградăларĕç.
Культурăпа реабилитаци ĕç-хĕлĕнче  чылай çул Вăрнарти тĕп библиотекăн библиотекарĕсем пулăшса пыраççĕ. Вырăнти организацин бюровĕ çакăншăн Н.Лукина директора, Е.Васильева, Е.Ванюрова библиотекарьсене тав туса Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Районти  халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пай та куç курманнипе инвалидсен обществипе тачă çыхăнса ĕçлет.  Пай пуçлăхĕ И.Романов пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, Е.Никитинпа Л.Нестеровăна - обществăн Чăваш правленийĕн, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн тĕп специалисчĕ Э.Королева Р.Артемьевăпа А.Григорьева, Л.Терентьевăна район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
Куç курманнисен обществин республикăри организацийĕн председателĕ Ю. Сергеев юбилее республикăра пĕтĕмĕшле мĕнле паллă тунипе паллаштарчĕ, куç курманнисен обществин вĕрентÿпе производство предприятийĕсен аталанăвĕ пирки чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех пухăннисене районти ветерансен хорĕ концертпа савăнтарчĕ.
Уява хатĕрленме тата чаплăн ирттерме пулăшнăшăн вырăнти организацин  бюровĕ Вăрнар тата Йĕпреç район администрацийĕсене, районти культура çурчĕн ертÿçине И. Шашкована,  Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, «Ива», «Сортсемовощ», «Тандер» обществăсен, «Мария» йăла çурчĕн ертÿçисене тав тăвать.


"Çĕнтерÿ çуле"
05 июня 2010
00:00
Поделиться
;