Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕренÿ иртнĕ (01 служба пĕлтерет)

Инкек хăçан тухасса пĕлме çук. Кашниех чрезвычайлă лару-тăрăва лекме пултарать. Çухалса каймасан, хăвна тĕрĕс тытма пĕлсен инкекрен çăлăнма май пур. Çавăнпа та пушарсемпе çыхăннă вĕренÿсем ирттерессине сăмах çинче хăварма юрамасть. Çынсем массăллă пухăнакан вырăнсенчен, предприяти-организаци çурчĕсенчен, вĕренÿ, сывлăх тата ытти учрежденисенчен тухмалли çулсене, эвакуаци йĕркине çирĕп пĕлмелле. Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче ку ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Май уйăхĕнче ирттернĕ тактика вĕренĕвне Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн, Ярмушкари уйрăм постăн тата Калининăри пушар расчечĕсем хутшăннă. Мероприятире интернатра ĕçлекенсем тата кунта сипленекен-пурăнакансем васкавлă эвакуаци вăхăтĕнче мĕн тумаллине тепĕр хутчен аса илнĕ. Эвакуаци вăхăчĕ 9 минут та 35 çеккунтпа танлашнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
05 июня 2010
00:00
Поделиться
;