Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕсем халăх коллективĕ ята тивĕçлĕ

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче районăн культура пурнăçĕнче пысăк событи пулса иртрĕ. Районти культура çурчĕн сцени çинче ветерансен хорĕ, юрăпа ташă ансамблĕ хăйсем халăх коллективĕсем ята тивĕçлĕ пулнине çирĕплетсе пысăк концерт кăтартрĕç. Çакнашкал аттестаци 3 çулта пĕрре иртет. Чăваш Республикин Культура министерствинчен çитнĕ компетентлă жюри коллективсен пултарулăхне пысăк хак пачĕ, хисеплĕ ята чăннипех тивĕçлине палăртса хăварчĕ.
Ветерансен хорĕ 1990 çулта чăмăртаннă, 1993-мĕш çулта ăна ветерансен халăх хорĕ ята панă. Кăçал ку коллектив 20 çулхи юбилее паллă тăвать. Хора пуçарса яраканĕсем тата унăн ĕçне халĕ йĕркелесе пыракансем çинчен те асăнса хăвармалла. Пĕрремĕш ертÿçи - А.И.Юдин, В.П.Слотина та пысăк пулăшу панă. Вăрçă ветеранĕ Т.А.Александров балалайкăпа ăста каласа куракансене савăнтарнă. Пайăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Г. Петров композитор çырнă «Савăн, чĕрем» юрă Вăрнар поселокĕн 100 çулхи юбилейне халалласа янăранă. Вăл халĕ те ветерансен халăх хорĕн солисчĕ.
Паян халăх хорĕ çĕнĕ репертуарпа ĕçлет. Программăра вырăс тата чăваш халăх юррисем чылай, В. Михайлов, В. Семенов ентеш-композиторсен юррисене те манмастпăр. Ветерансен халăх хорĕн ертÿçи Елена Матвеева тăрăшнипе хора çÿрекенсен йышĕ чылай ÿсрĕ.
Отчетлă концертра «Гимн ветеранов», «Поле Куликово», «Ты, Россия моя», «Вĕç-вĕç юрă» тата ытти юрăсене пысăк туйăмпа илемлĕн шăрантарчĕç. Уйрăм юрлакансем - З.Белякова, Р.Тихонова, В.Петрова, Е.Матвеева, Т.Курсова хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарчĕç. Арçынсен ушкăнĕ: Г.Куркин, И.Чугунников, Л.Абашев, И.Трофимов, И.Чайков, А.Терентьев «Нашей юности оркестр», «Встреча друзей» юрăсемпе  малти вырăна тухрĕç.
Халăх хорĕн участникĕсем паянхи йывăрлăхсене пăхмасăр концерт-репетицисене аякран килсе çÿреççĕ. Тĕслĕхрен: В.Петрова - Çавалкасран, В.Т.Сухарев - Кĕперлĕ Кÿлхĕрринчен,                  З.И.Григорьева - Кивьялтан, Ф.М.Быков - Хапăсран юрлама çÿреççĕ.
Чи хастаррисен йышĕнче А.Печкина, А.Ягушова, В.Архипова, Л.Федорова, В.Семенов, Т.Терентьева тата ыттисем те.
Уйрăмах тав сăмахне тивĕçлисем: Вăрнарти ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентÿçисем - В.Михайлов, А.Сурмин, Н.Яковлева. Вĕсем яланах халăх хорне, районти культура çурчĕн юрăпа ташă ушкăнне (ертÿçи А.Евдокимова) музыка инструменчĕсемпе выляса пулăшаççĕ. Районти культурăпа кану центрĕн ертÿçи И.Шашкова та ветерансен халăх хорне пысăк тимлĕх уйăрать. В.Шакртов баянпа ăста выляса савăнтарать. Ветерансен халăх хорĕ республикăри, районти фестивальсене тата смотр-конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать, дипломсемпе грамотăсене те чылай тивĕçнĕ. Концерт программипе çитмен ял та хăварман. Халĕ концерт программине Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ юрăсене кĕртнĕ. Репертуарта Акатуй программин юррисем те пур.
Пирĕн ĕçре йывăрлăхсем те çук мар: акă çĕнĕ костюмсем çĕлеттересси кăткăс ыйту. Çавăнпа та пире ăнланакан спонсорсем тупăнасса шанас килет.


"Çĕнтерÿ çуле"
05 июня 2010
00:00
Поделиться
;