Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çанталăк çине йăвантарар мар - хамăр хастартарах пулар

Выльăх апачĕ ытлăн-çитлĕн хатĕрлес тĕллевпе сар çу пек кашни кунпа туллин усă курса юлма тăрăшаççĕ районти ялхуçалăх предприятийĕсенче

Вячеслав Иванович Репин, хăйне шанса панă «Броневик» хуçалăхшăн чунтан-чĕререн хыпса çунаканскер, утçи тапхăрĕнче те канăçа çухатнă. «Курăкĕ авă епле ăнса пулчĕ кăçал, - тет вăл анлă уй-хир еннелле кăтартса, выльăхсем валли техĕмлĕ апата çителĕклĕ хатĕрлесшĕн ăнтăлатпăр». Выльăхсем тенĕрен, кунта сăвакан икçĕр ĕне тытаççĕ. Çавăнпа  пуçлăха ăнланма пулать. Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăк курăка типĕтсе лартнăран – выльăхсем валли апат çитеймен, ăна 3,5 миллион тенкĕлĕх туянма лекнĕ. Кăçал утă кирлинчен ытлашшипех хатĕрлеме май пур. Вячеслав Иванович пĕлтернĕ тăрăх, 400 тоннăран кая мар сенаж, 200 тонна ытла силос хывасшăн. 20 гектар кукуруза акса хăварнă.

Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç ăнăçлăхĕ, тĕпрен илсен, механизаторсенчен килет. Шел, вырăнтисем тивĕçмеççĕ: хăшĕ-пĕри Мускавра тар тăкать, теприсен алли «чĕтрет». Ирĕксĕрех ютрисене чĕнме тивет. Акă, Ишлĕрен килнĕ Николай Черновпа Виталий Краснов механизаторсем утçинче чуна парса ĕçленине палăртмалла. Çавăн пекех Алексей Кураков механизатор та Е-303 косилкăна тухăçлă ĕçлеттерет. Хуçалăхăн техника çителĕклех. Хастар вăй хуракансем япăх мар ĕçлесе илеççĕ. Ферма çумĕнчи траншейăсенчен пĕрне сенажпа тултарнă ĕнтĕ. Утта рулонласа купалаççĕ.

Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра та утçи кал-кал пырать. Хуçалăх ертÿçи Валерий Филиппович Шумилов выльăх апачĕ хатĕрлекенсем патĕнчен ир пуçласа каçчен татăлмасть.

Нумай çул ÿсекен курăксене 222 гектартан, пĕр çул ÿсекенни сене 310 гектартан çулса илмелле. Çавалкассем кашни сехетпе туллин усă кураççĕ, вĕсене хушăран килсе çуса каякан çумăр та хăратмасть.

- Траншейăсене 500-шер тонна сенаж тата силос хывса хăвартăмăр, - пĕлтерет Валерий Филиппович. - Халлĕхе 80 тонна утă хатĕрлерĕмĕр, ăна 150 тонна янтăласшăн. Сенаж тата 800 тонна кирлĕ пулать. Силос валли 150 гектар кукуруза парка çитĕнет.

В.Шумилов паянхи хĕрÿ ĕç паттăрĕсене ятран асăнать. Акă, пĕр тăван Андрейпа Сергей Осипов механизаторсем траншейăри сенажа хăватлă техникăпа пусăрăнтараççĕ. Курăк çулнă çĕрте Дмитрий Петровпа Сергей Кириллов хастар, Леонид Христофоров, Иван Кустин, Александр Зайцев тата Владимир Степанов водительсем симĕс массăна траншейăна пĕр вĕçĕм турттарса тăраççĕ. Уравăш тăрăхĕнче, Михаил Ермолаевич Тарасов фермер хуçалăхĕнче, хĕрÿ ĕç шавĕ яра кун илтĕнет. Çулса кушăхтарнă люцернăна Сергей Васильев механизатор пресс-подборщикпа рулонсене пуçтарать, ăна Валерий Мутин пулăшать, Алексей Васильев утта волокушăпа купана турттарать. Кунта Николай Няга, Петр Герасимов тата Владимир Гаврилов тимлеççĕ.

- Кăçал кредитпа МТЗ-82 тракторпа ПР-145 пресс-подборщик туянтăм, - тет М.Тарасов фермер. – Вĕсем пулмасан алăсăр-урасăр тенĕ пек вĕт эпĕ, техника кал-кал ĕçлени кăмăла çĕклет.

- Кăçал районĕпе нумай çул ÿсекен курăксене 7878 гектартан, пĕр çул ÿсекеннисене 1491 гектартан çулса пухмалла, - пĕлтерет район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Петрович Никифоров. - Çавăн пекех кăçал акса хăварнă нумай çул ÿсекен курăксене 1135 гектартан çулса илмелле.  Пурĕ 6114 тонна утă, 18970 тонна сенаж, 19985 тонна силос хатĕрлемелле. Ыранхи çинчен шутлама пĕлекен пуçлăхсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе кал-кал ĕçлеççĕ, лайăх çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă кураççĕ. Çав вăхăтрах «Родник», «Гвардеец», «Кольцовка» агрофирмăсенче ĕçе кая юлса тытăннă. Вĕсен ертÿçисен çаврăнăçуллăрах пулмалла. Çанталăк çине йăвантарни тÿрре тухмалли сăлтав-ши; Выльăх апатне хатĕрленĕ чухне пахалăх пирки те манмалла мар.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 июля 2011
00:00
Поделиться
;